Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕсен паттăрлăхĕ манăçмĕ

Вĕсен паттăрлăхĕ манăçмĕ

Мирлĕ халăха тăнăç пурнăçпа тивĕçтерес, террористла актсене сирсе ярас тĕллевпе Çурçĕр Кавказри хирĕç тăрăва ытти халăхпа пĕрле çичĕ пин ытла чăваш çамрăкĕ хутшăннă.

Елчĕк районĕнчи 135 çамрăк асăннă вăрçă вучĕ урлă тухнă. Çав шутра районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекен сотрудниксем те командировкăра пулнă, шаннă тивĕçе чыслăн пурнăçланă.

Шел пулин те, çак вăрçăра Чăваш Республикин 132 салтакĕ вăхăтсăр куçĕсене хупнă. Вĕсен шутĕнче 3 Елчĕк йĕкĕчĕ паттăрла вилĕмпе пуçĕсене хунă.

Паттăрсенчен пĕри – Александр Федорович Муллин /07.04.1980 ç — 18.01.2000 ç/. Вăл Яманчÿрел ялĕнче çуралнă, ялти вăтам шкула пĕтерсен автошкулта вĕренсе водитель специальноçне алла илнĕ. 1998 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче çамрăка Раççей Çарне илеççĕ, Чечен Республикине яраççĕ. Стрелок-гранатометчик çапăçу вăхăтĕнче кăкăртан йывăр аманать, вилнĕ хыççăн Хăюлăх орденĕпе наградăланă.

Эдуард Епифанович Иванов /31.08.1974ç-18.06.2000 ç/ Аслă Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1981-1991 çулсенче Çĕнĕ Пăвари вăтам шкултан вĕренсе тухнă, унтан Канашри ДОСААФра пĕлÿ илсе водитель пулса тăнă. 2000 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче контрактпа Тюменьри çар комиссариачĕ урлă Чечен Республикине кайнă. 2000 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче салтак йывăр аманса пурнăçран уйрăлать.

Сергей Анатольевич Фомин /27.09.1973ç- 16.09.2005 ç/ Курнавăш ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. 1993 çултан пуçласа Çĕнĕ Шупашкар хулинче патрульпе пост службинче милици старшини пулса ĕçленĕ. Хăйне çирĕп тытнăшăн, ĕçри çитĕнÿсемшĕн нумай Хисеп хутне, çавăн пекех «Службăра палăрнăшăн», «ШĔМ – 200 çулта» медальсене тивĕçнĕ. 2005 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чечен Республикине каять, кунта милиционер-водительте тăрăшать. Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче чăваш ачи Грозный хулинче вилмеллех аманать.

Маларах асăннă çамрăксем кашниех çапăçусене паттăррăн хутшăнса умри задачăна туллин пурнăçланă, теприн çурăмĕ хыçне пытанмасăр, пурнăçне хĕрхенмесĕр салтак ятне çÿлте тытнă.

Вăрçă вучĕ витĕр тухнă çамрăксен паттăрлăхĕ çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулĕ, пирĕн асăмăрсенче упранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code