Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Николай Малышкин: Елчĕк ҫĕрĕ ҫитĕнтернĕ

Николай Малышкин: Елчĕк ҫĕрĕ ҫитĕнтернĕ

Елчĕкри тĕп библиотекăра Николай Федорович Малышкин ҫырнă «Елчĕк ҫĕрĕ ҫитĕнтернĕ» кĕнеке хаклавĕ иртрĕ.

Николай Федорович Малышкин 1958 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче, Тăрăм ялĕнче çуралнă. Совет Çарĕнче службăра тăнă. И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетне, ун хыççăн Чулхулари социаллă политика институтне пĕтернĕ çак çынна яланах яваплă ĕç вырăнĕсене шанса панă, «Колхоз ялавĕ»,халĕ — «Елчĕк ен»/ хаçат корреспонденчĕ, КПСС Елчĕк райкомĕн инструкторĕ, кунтах — пай заведующийĕн çумĕ, ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, Тăрăмри тĕп шкул директорĕ, район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕ çумĕнче çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ, 2011 çултан пуçласа 2018 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕччен— Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ. Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн Александр Ивановăн 2018 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшỹллĕн «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ пулма Николай Малышкина çирĕплетнĕĕ Хаклава пуҫтарăннисем авторăн «Елчĕк енĕн пултарулăх çыннисем», «Чыслăх салтакĕсем» кĕнекисене те пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕҫ. Валентина Вастулова таврапĕлӳҫĕ, Елчĕк район кĕске энциклопедине хатĕрленĕ ĕҫре Николай Малышкинăн пысăк тӳпине уҫса пачĕ. 

XIX ĕмĕр вĕçĕнче — ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче Чăваш çĕрĕнче наци интеллигенцийĕ çуралса аталанма пуçлать. Чĕмпĕрте Иван Яковлевич Яковлев, Хусанта Николай Васильевич Никольский тăрăшнипе çак хуласем наци чĕрĕлĕвĕн вучахĕсем пулса тăнă. Поэзии, илемлĕ литература, профессиллĕ музыка, ÿнер, театр çуралнă, чăваш ывăлĕ-хĕрĕ хăйсем çинчен тĕнче илтмелле пĕлтернĕ. 

Çак юхăм Елчĕк тăрăхне те витĕм кÿнĕ. Пирĕн ентешсенчен Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнчен 33-н, хĕрарăмсен унти вĕренÿ курсĕнчен 14-н, Хусанти учительсен семинарийĕнчен 65-ĕн, Чĕмпĕрти тĕн семинарийĕнчен 7-н, Мускав тата Хусан тĕн академийĕсенчен 2-н вĕренсе тухнă. Вĕсем, пурнăçăн тĕрлĕ сферинче тимленĕ май, халăха çутăлăха явăçтарас, культурăна йĕркелес тĕлĕшпе сахал мар ĕç тунă. Кашни чĕптĕм çĕнĕлĕхрен пуласлăх тĕвĕленсе, вăй илсе пынă. Чĕлхе, сăмахлăх, çутĕç енĕпе Николай, Петр, Василий Анисимовсем, Николайпа Александра Кедровсем, Яковпа Андрей Турхансем, Дмитрий Ефимов, Ипатий Марков, Сосипатор Зайцев уйрăмах тарăн йĕр хăварнă. 
Çак кĕнекене алла тытсанах чылайăшĕн пĕр ыйту çуралчĕ: чăваш халăхĕн культуринче, литературинче, ăс-пурлăхĕнче тарăн йĕр хăварнă Игнатий Молодов, Мария Бикулова, Лидия Шакова, Вера Голубева, Валентина Музыкантова артистсем, Геннадий Волковпа Василий Эктел çыравçăсем, Владимир Агеевпа Юрий Ксенофонтов, Петр Пупинпа Татьяна Шаркова ÿнерçĕсем, Иванпа Вячеслав Христофоров юрăçсем, Николай Карлин композитор тата ытти вун-вун паллă ят ăçта — мĕншĕн кĕнекене кĕртмен вĕсене; Николай Малышкин вара çапла хуравларĕ; «Хисеплĕ вулаканăмăрсем, ыйтăвăр тĕрĕсех, анчах ку кĕнеке 2000 çулта тухнă «Елчĕк енĕн пултарулăх çыннисем» кĕнекен тăсăмĕ тесе пĕлтересшĕн. Малтанхи кĕнекере Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ 66 паллă çын тата районти 4 пултарулăх ушкăнĕ çинчен тĕплĕн çырса панăччĕ. Ку кăларăмра вара – тĕрлĕ сăлтава пула пĕрремĕшне кĕмен пултаруллă ентешсен кунçулĕ».

«Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Ăру хыççăн ăру çитĕнет, кашниех çĕнни илсе килет, кашниех мĕнпе те пулсан савăнтарма тăрăшать. Культура анинче те çавах: Елчĕк енре çуралса ÿснĕ яшсемпе хĕрсем юлашки çулсенче литературăра та, театрта та, эстрадăра та, ÿнерте те хăйсен витĕмлĕ сăмахне калама пуçларĕç, пултарулăхĕпе те хастарлăхĕпе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăчĕç. Пурнăç малаллах, тусăмсем: паян чăваш сăмахлăхĕнче, юрри-ташшинче, сăрă тĕнчинче тăрăшакан ентешсене малашне те пире хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарма ырлăх-сывлăх сунар, вĕсенчен тĕслĕх илсе çĕнĕ ăрусем те çапла пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ çитĕнессе шанар»,- терĕ район администрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçи Зарема Князева хаклава пĕтĕмлетсе.

Автор çак кĕнекене кун çути кăтартма укçа-тенкĕ парса пулăшакансене чун-чĕререн тав турĕ.

Фотохроника

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code