Вырăс халăхĕн хăйĕн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварас тесе пĕрре мар хĕç-пăшалланма тÿр килнĕ.
Тепĕр чухне пусмăр айĕнче пулма та тивнĕ – тутар-монголсен танатинче икĕ ĕмĕр ытла пурăннă. Ниепле те çырлахма пултарайман халăх çак лару-тăрупа, мĕнле те пулсан тăшмана хамăр çĕрсем çинчен хăваласа яма ăнтăлнă.
Дмитрий Донской çĕршыва тутар-монголсенчен ирĕке кăларас енĕпе пĕрремĕш утăм тунă. 1380 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Куликово хирĕнче Дмитрий Донской ертсе пынипе вырăс полкĕсем тутар-монгол çарĕсене çапса аркатнă. Сергий Радонежский те çĕнтерĕве пысăк тÿпе хывнине, хĕрÿ çапăçу умĕн Мускав кнеçне вăл пил панине тата ăна çĕнтерÿ пуласса шантарнине палăртаççĕ историксем. Ăна пулăшма 2 манаха янă вăл. Ку çапăçура икçĕр пин ытла çын вилнĕ. Кнеç хăй аманнă пулсан та вăрçă хирне пăрахса хăварман. Вырăссем Мамай ханăн юлашки çарне 50 çухрăм ытла хăваласа кайнă. Шăпах Куликово хирĕнчи çĕнтерÿ хыççăн вырăс патшалăхĕ малалла вăй илме пуçланă. Дмитрий Донскоя вилнĕ хыççăн çветтуйсен йышне кĕртнĕ. Сергий Радонежский мăнастир уçни, саланса кайнă вырăс çĕрĕсене пĕрлештерес тесе нумай тăрăшни паллă.
Вырăс халăхĕ яланах тăван çĕре чун-чĕререн юратнипе тата ăна юлашки юн тумламĕччен хÿтĕлеме хатĕр пулнипе, несĕлсен йăли-йĕркине çирĕп тытса пынипе палăрса тăрать. Паттăрсем пур чухне пире никам та çĕнтереймĕ. Историри çакăн евĕр пулăмсем çитĕнекен ăрăва çĕршыва юратма, хисеплеме, унпа мăнаçланма, уншăн яланах сыхă тăма вĕрентеççĕ.
О.ЕГОРОВА,
Шăмалакри тĕп шкул учителĕ.