Районта нумай ачаллă çемьесене удостоверени парас ĕç малалла пырать.
Хальхи вăхăтра 233 çемье илнĕ ăна. Нумай ачаллă çемьесем çак документпа виçĕ çул усă курма пултараççĕ. Унтан ăна малалла тăсаççĕ. Аслă Елчĕкри 4 ачаллă Максимпа Вероника Петровсем те асăннă удостоверение илчĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: Петровсен çемйи.