Районти поликлиникăри хирурги кабинетне чирлисем килсех тăраççĕ: пĕрисем шуса ÿкнĕ, теприсем пÿрнисене кастарнă, виççĕмĕшсен ăш-чикĕ ыратать… Унсăр пуçне медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухас текенсем те сахаллăн мар.
Медицина сестрисем пациентсене кăмăллăн йышăнаççĕ. Нина Сурская, акă, кунта 34 çул тăрăшать. Ирина Трофимован ĕç стажĕ те çулран-çул ÿссех пырать – 17 çул медицина сестринче вăй хурать вăл. Куллен 50-60 çынна яхăн йышăнаççĕ шурă халатлă ĕçченсем.
Владимир Катайкин эндоскопист, ультрасасă диагностикин тухтăрĕсен тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă май хирургран пулăшу ыйтма пынă çынсене йышăнма та вăхăт тупать. Ахальтен мар 32 çул стаж пухнă пуян опытлă хирург районта пысăк хисепе çĕнсе илнĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: В.Катайкин, Н.Сурская, И.Трофимова.