Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă чунлă та ăшă кăмăллă

Ырă чунлă та ăшă кăмăллă

Анне… Аннеçĕм…Мĕнле çепĕç илтĕнеççĕ-ха çак сăмахсем. Мĕн тери çывăх, ырă, ăшă вĕсем. Çĕр çинче пурăнакан пĕтĕм ача хăйĕн амăшне: «Манăн анне чи хитри, чи вăйли», – тесе калать. Эпĕ те çав шутра.

Чун юратнă çыннăм Патăрьел районĕнчи Именкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хирти Пикшикри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чулхулари машинăсем тăвакан заводра çар цехĕн начальникĕн çумĕнче тăрăшнă. Унта икĕ çул ĕçленĕ хыççăн Шупашкарти кулинари училищинче повар специальноçне алла илнĕ, хулари шкул столовăйĕнче ĕçленĕ.

1987 çулта Патăрьел пики Кипеç каччипе паллашса çемье çавăрнă. Виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Эпĕ халĕ хам та анне пулнă ĕнтĕ, икĕ хĕр çитĕнтеретĕп. Катя йăмăкăм Курнавăшри вăтам шкулта 10 класра вĕренет.

Шел пулин те, Саша шăллăм хăрушă аварие пула ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупрĕ. Çак инкек хыççăн анне çине пăхма питĕ йывăрччĕ пире. Пĕртен-пĕр ывăлне çухатни ăна амантмаллипех амантрĕ.

– Хăв кун çути панă тĕпренчĕке епле-ха çĕр айне чиксе хумалла? Мĕнле чăтмалла çак хуйхăна? – тесе ахлатса йĕретчĕ вăл.

Мĕн каламалли, хамăрăн ачана çухатни кашни аннешĕн чи пысăк инкек. Вăхăт иртнĕçемĕн суран пирчет теççĕ те, шăллăм вилнĕренпе çулталăк хыçа юлсан та аттепе анне куççулĕсене чараймарĕç. Вĕсен чĕре ыратăвне курса тăрса пирĕн те чун хÿхлетчĕ. Çавăнпах эпĕ вĕсене интернатран ывăл ача усрава илме сĕнтĕм. Шăллăм пурăннă чухнех эпир хамăрăн çемьене тăлăх ачана илес шухăшлăччĕ. Ара, виççĕ çитĕннĕ çĕрте тепри ытлашши пулмĕ. Йышлă çемьере ача телейлĕ çитĕнни куç кĕрет. Интернатри ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасем çемье ăшшине туймаççĕ-çке. Вĕсене амăшĕн ăшши, ашшĕн хÿтлĕхĕ çав тери кирлĕ. Çакăн пек шухăшпа пурăнса халĕ пирĕн çемье йышланчĕ: сакăр ача çитĕнет атте-анне килĕнче. Вĕсем пурте тĕрлĕ характерлă, тĕрлĕ шухăш-кăмăллă, ĕмĕчĕсем те кашнийĕн расна.

«Мĕнле-ха аннен вĕсене пăхма вăй-хал, чăтăмлăх çитет? Мĕнле вăл пурне те итлеме, юратма, пулăшма, кирлĕ канаш пама ĕлкĕрет?!» – тесе шухăшлатăп ялан.

Паллах, атте пулăшăвĕсĕр, унăн тĕреклĕ хулпуççисĕр мар-ха. Иккĕшĕ те пире тĕрĕс те çирĕп воспитани парас тесе тимлеççĕ. Вĕсен ырă ĕçне, сăпайлăхпа хастарлăхне курса эпир вĕсем пек пулма тăрăшатпăр.

Анне пур çĕре те ĕлкĕрет. Кил-çуртра яланах тирпейлĕ, сĕтел çинче тутлă апат-çимĕç, сăмсана кăтăклакан тин çеç пиçнĕ кукăль шăрши…

Хăй алла илнĕ профессие юратнипех Галина Александрова «Рассвет» хуçалăхĕн столовăйĕнче вăй хурать. Уй-хирте ырми-канми тăрăшакан ĕçченсене тутлă апатпа сăйлать. Çавăнпа та ăна пурте мухтаççĕ.

Юратнă аннене чун панăшăн, ăса вĕрентнĕшĕн, ĕçе хăнăхтарнăшăн, пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн пуç таятăп.

С.КАШИРИНА.
Кипеç ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code