ЧР Следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ коррупцие хирĕç кĕрешесси тата çакăн евĕр преступленисен çулне пÿлесси çине пысăк тимлĕх уйăрать.
Чăваш Республикинче 2019 çулхи 9 уйăхра коррупци сĕмĕллĕ 177 /иртнĕ çулхи çак тапхăрта та 177/ уголовлă ĕç пуçарнă. Çав шутран взятка панипе çыхăннă – 90, службăри ултавпа çыхăннă – 21, служба полномочийĕсемпе ÿстерсе усă курнă – 21, служба вырăнĕпе усă курса укçа-тенке хапсăннипе е салатнипе çыхăннă – 19, должноçпа иртĕхсе усă курнă – 8, укçа-тенкĕпе сутăннă 6 ĕç регистрациленĕ. Судсене пурĕ 72 /65/ уголовлă ĕç ярса панă.
Коррупци сĕмĕллĕ преступленисене илес пулсан, ку енĕпе кÿнĕ тăкак виçи 7,5 миллион тенкĕпе танлашнă. Уголовлă ĕçсем тăрăх вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи должноçри 9 çын суд тенкелĕ çине ларнă, çав шутран муниципалитет пĕрлешĕвĕсен 6 пуçлăхĕ.
Право хурал органĕсенче тăрăшакан сотрудниксем саккуна пăхăнман тĕслĕхсене те тишкернĕ, çавна май йĕркене пăснă 5 ĕçчен суд умне тăнă.
А.ПРЫГУНОВА,
Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн следователĕ.