Иртнĕ кунсенче Шупашкар хула больницин нумай профильлĕ çĕнĕ поликлиники уçăлнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăна «Сывлăх сыхлавĕн керменĕ» тесе хакланă.
«Пĕрле пурăнар, пĕрле ĕçлер» программăпа килĕшÿллĕн хута кайнă 17 пин тăваткал метр йышăнакан поликлиника 3 блокран тăрать: çав шутран 2-шĕ – 4 хутлă, пĕри – 5 хутлă. Вăл 40 пине яхăн çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелле. Унăн тытăмĕнче – медицина пулăшăвне çийĕнчех кÿмелли пÿлĕмсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕн тата терапи, ытти специалист уйрăмĕсем, шыçă чирĕсен амбулатори пулăшăвĕн центрĕ, диагностикăпа сиплев уйрăмĕ, клиникăпа диагностика лабораторийĕ, хĕрарăмсен консультацийĕ, профилактика уйрăмĕ, кăнтăрлахи стационар тата ача-пăча служби. Учреждение хальхи йышши çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ: çав шутрах – флюорографи, маммографи тата рентген цифрăллă оборудованийĕпе компьютер томографĕ.
Поликлиникăн акт залне пухăннă медицина ĕçченĕсем умĕнче ЧР вице-премьерĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов тухса калаçнă, отрасльте юлашки çулсенче тунă пысăк ĕçсемпе паллаштарнă, «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн палăртнă тĕллевсем епле пурнăçланни çинчен каласа кăтартнă, малашлăх тĕллевсем пирки чарăнса тăнă.