Январĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 20-мĕшĕччен районта «Снегоход» операци иртет.
Профилактика мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ – асăннă çак техника хатĕрĕпе çула тухакансем хушшинче аманса сиенленессине сирсе ярасси, тимлĕхе ÿстересси тата аварисен хисепне чакарасси. Çак тĕллеве асра тытса операци-уйăхлăх тапхăрĕнче техника асăрхавĕн инспекторĕсем хутшăннипе вырăнсенче рейдсем йĕркелеме палăртатпăр. Ку чухне, паллах, мототранспорт хатĕрĕсен техника юсавлăхне, снегоход хуçи çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн йĕркине епле пăхăннине шута илетпĕр.
Сăмах май, снегоходпа 16 çул тултарнă, тракторист-машинистăн А1 категорири удостоверенине алла илнĕ çын анчах çÿреме пултарнине аса илтеретпĕр. Унсăр пуçне, снегоход е мотовездеходăн чăн-чăн хуçи пулас, хĕллехи вăхăтра унпа хир-уçланкăсене канма тухас тесен, патшалăх техника асăрхавĕн районти уйрăмĕн инспекторĕнчен ирĕк илмелле, кирлĕ документсем çумра пулмалла.
В.МЕКШЕЕВ,
патшалăх техника асăрхавĕн районти уйрăмĕн ертÿçи.