1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче Ленинград хулине тăшман тыткăнĕнчен хăтарнă.
Ленинграда хÿтĕлесси 900 кун пынă – фашистла Германи çарĕсен пысăк пайне тата финсен пĕтĕм çарне çак вырăнта тытса тăни Хĕрлĕ çара фронтăн ытти участокĕсенче çĕнтерÿсем тума май панă. Ленинград халăхĕн патриотлăх туйăмне, çирĕплĕхне, паттăрлăхне тĕрĕсленĕ блокада 1 миллиона яхăн çыннăн пурнăçне татнă, вăл шутран 600 пин ытла çын выçăпа вилнĕ.