Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йывăр çемьесене – тимлĕх

Йывăр çемьесене – тимлĕх

Райадминистраци çумĕнчи çул çитменнисене тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче пурĕ 7 ыйту пăхса тухрĕç.

Юлашки вăхăтра çул çитменнисем эрех-сăра ĕçнипе, табак туртнипе çыхăннă ĕçсем чылайланни, вĕсен хушшинче хĕр ачасем те йышлă пулни пирки пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çакăн евĕр пулăмсем ашшĕ-амăшне ачисем патне тата та тимлĕрех пулма хистеççĕ. Хальхинче Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи 16 çулхи хĕр ача ĕçне пăхса тухрĕç. А. 9-мĕш класс хыççăн профтехучилищĕне вĕренме кайнă. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пырать. Анчах та кĕтмен çĕртен тенĕ пек пăтăрмах сиктерсе кăларнă – сăра ĕçсе тантăшĕн çуралнă кунне паллă тунă та… ÿсĕрĕлнĕ, халĕччен эрех-сăра тутанса курманскер, ÿсĕрлех обществăлла вырăнта çÿренĕ. Комисси членĕсем хĕр ачапа çивĕч калаçу ирттерчĕç, алкоголь тата ытти киревсĕр йăласен тÿнтерлĕ енĕсемпе паллаштарчĕç, тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç, кăмăл-туйăм хыççăн кайса çутă малашлăха таптаса хурасран асăрханма ыйтрĕç.

– Кун пек тĕслĕх урăх пулмĕ, – тесе шантарчĕ хĕр.

Сăмахне тытсан тем пекехчĕ.

Елчĕк районĕнчи полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕн инспекторĕ Людмила Егорова район территорийĕнче çул çитменнисем тăвакан преступленисемпе çыхăннă лару-тăру, 2019 çулта тунă преступленисем, йĕркене пăснă тĕслĕхсен çулне пÿлессипе пурнăçланă ĕç-хĕл пирки каласа пачĕ. Пĕлтĕр çул çитменнисем тунă 2 преступление регистрациленĕ. Пĕрремĕшĕ вăл çын вĕлернипе çыхăннă. Ун пирки хаçатра маларах çыртăмăр. Тепри – 2018 çултан куçнă преступлени. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи пĕр çамрăк çын шанăçĕпе усă курса теприсен счечĕ çинчи укçа-тенке палăртнă счет çине куçарнисĕр пуçне хăйĕн счечĕ çине те пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн куçарса пынă, çавна май 8 пин тенкĕ вăрланă.

Юлашки вăхăтра ăнăçсăр çемьесен шучĕ, ашшĕ-амăшĕ ĕçке ярăнса пынă тĕслĕхсем ÿссех пыни те пăшăрхантарать. Паянхи кун тĕлне полици пайĕнче çакăн евĕр 17 çемье шутра тăрать, вĕсенче 35 çул çитмен ача çитĕнет. Уйрăмах Елчĕк, Лаш Таяпа, Тăрăм ял тăрăхĕсенчен чылаййăн вĕсем. Çемьесенчи лару-тăру та нумай чух пĕрешкел – аслисем эрех-сăра ĕçсе минренĕрен хирĕçÿ тухать, çавна май ачи-пăчи шар курать, аслисен тимлĕхĕсĕр юлать…

Районти психологипе педагогика, медицинăпа социаллă пулăшу центрĕн начальникĕ Ирина Кузьмина çул çитмен ачасене психика çине япăх витĕм кÿрекен хутăшсенчен сыхлас енĕпе пурнăçлакан асăрхаттару мероприятийĕсем, ку енĕпе профилактика субъекчĕсемпе ирттерекен пĕрлехи ĕç-хĕл пирки каласа кăтартрĕ. Киревсĕрлĕхпе кĕрешмелли чи витĕмлĕ мел – профилактика ĕçне вăйлатни, унăн серепине çакланнисене çийĕнчех тупса палăртни. Вĕренÿ учрежденийĕсенче тестсем ирттерессине йĕркелени ку енĕпе пурнăçланă курăмлă утăм. Çакă çамрăксене инкекрен вăхăтра асăрхаттарма май парать.

Ларура пăхса тухнă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май, комисси председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ачасен канăвне тĕрĕс йĕркелесси, вĕсене пушă вăхăтра çапкаланса çÿресрен асăрхаттарасси, ăнăçсăр çемьесене тупса палăртасси тата вĕсемпе тивĕçлĕ ĕçлесе пырасси, йывăр ачасене асăрхаса тăрасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă май профилактика субъекчĕпе килĕшÿре ĕçлесе пымаллине палăртрĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code