Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ЧР Ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Елизарова иртнĕ çулхи 4-мĕш кварталшăн пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çирĕплетес ыйтупа сăмах илнĕ. Çав виçене 8976 тенкĕ шайĕнче çирĕплетме сĕннĕ – умĕнхи кварталтинчен 309 тенкĕ пĕчĕкрех. Анчах ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев каялла чакман – хăй каланине «пĕрре илтсе яланлăхах ăнланма» сĕннĕ. Пособисемпе субсидисен виçи вара шăпах çав минимумран килет. Вăл хăш-пĕр регион практикине аса илтернĕ: çак минимум виçине умĕнхи кварталтинчен пĕчĕкрех шутласа палăртсан – ăна чакармаççĕ, унчченхи шайрах хăвараççĕ. Çавăнпа вăл ыйтăва тишкерессине каяраха куçарма, минимума чакармасăр хăварассине никĕслекен саккун проектне васкавлăн хатĕрлеме сĕннĕ.