Июнĕн 15-25-мĕшĕсенче республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та «Прицеп» профилактика операцийĕ иртет.
Ятарласа çирĕплетнĕ ушкăнри специалистсем тракторсене, çул-йĕрпе строительство тата ытти машинăсене, кăкарса çÿрекен прицепсене тĕрĕслеççĕ. Вĕсем çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратмаççĕ-и, тавралăха вараламаççĕ-и, пурлăха тăкак кÿмеççĕ-и, техникăна çÿретме документсем пур-и?
Çак вăхăтра ял тăрăхĕн администрацийĕсемпе пĕрле юрăхсăра тухнă, тахçантанпах усă курман хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе прицепсене тупса утилизацие ямалла. Чăваш Республикинчи ШĔМĕн çул-йĕр инспекторĕсем те вунăкунлăха хутшăнаççĕ, техникăпа çÿренĕ чухне йĕркене пăсакансене РФ Кодексĕн нормисеме килĕшÿллĕн административлă майпа явап тыттарма пултараççĕ.
В.МЕКШЕЕВ,
патшалăх техника асăрхавĕн районти аслă инспекторĕ.