Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Условисем лайăхланаççĕ

Условисем лайăхланаççĕ

Чăваш Республикинче ĕç условийĕсене тата ĕç сыхлавĕн тытăмне лайăхлатас енĕпе иртнĕ çул тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ.

ЧР ĕçлев министрĕ Алена Елизарова палăртнă тăрăх, производствăра сусăрланакансен шучĕ чакни – ырă пулăм. 8 çул хушшинче, сăмахран, çак кăтарту 1,7 хут пĕчĕкленнĕ: 343 тĕслĕхрен 200-е юлнă.

Иртнĕ çул производствăри инкексенче 200 çын сиенленнĕ. Йывăр суранланнисен шучĕ 34,8 процент чакнă, производствăра вилекенсен йышĕ 2 хут пĕчĕкрех пулнă /2018 çулта – 27 çын пурнăçран уйрăлнă, 2019 çулта – 14/.

Производствăри инкексенчен сыхланма пулăшакан мероприятисене /çак шутра ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе йĕркеленĕ лекцисем, семинарсем, тĕл пулусем тата ыт. те/ «Халăха ĕç тупма пулăшасси» патшалăх программин «Хăрушсăр ĕç» çум программипе килĕшÿллĕн пурнăçланнă. Иртнĕ çул ĕç сыхлавне вăйлатас тĕллевпе укçа-тенкĕ те ытларах уйăрнă. Çакна кура ĕçлекен пĕр çын пуçне тивекен пай та пысăкланнă, вăтамран 11 пин тенкĕ ытла пĕтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code