Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Салтак шăпи

Салтак шăпи

Иртнĕ ĕмĕрте хăйсен пурнăçĕ пирки тĕплĕн çырса пыма пултарнă çынсем пит нумаях та пулман пуль. Пурнăçне сăнарласа ал çырăвĕсем çырса хăварнă çынсен тăванĕсем хушăран редакцине хулăн тетрадь е кĕнеке йăтса килеççĕ те – вĕсемпе кăсăклансах паллашатпăр. Çак кунсенче пирĕн патăмăрта Аслă Шăхаль ялĕнче пурăнакан Нина Александровна Кузнецова пулчĕ. Вăл ашшĕ – Александр Фомич Сорокин çырса хăварнă хулăн тетраде паянхи кун та типтерлĕн упранине пĕлтернĕ май ун пирки хаçатра çырма, çак алçырăвĕпе усă курма ыйтрĕ.

Александр Фомич ĕçпе вăрçă ветеранĕ пулнă. Унăн ал çырăвĕпе вулакана та паллаштарас килет: «Эпĕ, Александр Фомич Сорокин, 1910 çулхи майăн 25-мĕшĕнче Аслă Шăхаль ялĕнче кун çути курнă. Мана çемьере ачашшăн Санька тесе чĕнетчĕç. Аттепе анне Фома Мефодьевичпа Марфа Ефимовна 7 ача çуратса ÿстернĕ: Перасковия, Серафима, Лидия, Николай, Василий, Иван тата эпĕ, кĕçĕнни. Атте ир тăлăха юлнă. Кукаçи Ефим Максимович пуян йăхран пулнă. Хăйĕн ывăл ача пулманран аттене киле кĕртнĕ вăл. Кунта пурăннă чух атте Ефим Максимович хĕрне Марфана кăмăлласа пăрахнă, кайран аттепе анне çемье çавăрнă.

Эпĕ 8 çул тултарсан ялти шкула вĕренме кайрăм. 1923 çулччен пире Егор Игнатьевич Игнатьев вĕрентрĕ, кайран вара пĕлĕве Елчĕк шкулĕнче малалла тăсрăмăр. Анчах та кунта 2 çул вĕренсен /6-мĕш класраччĕ ун чухне/ йывăр чирлесе ÿкрĕм. Çак сăлтавпах вĕренĕве пăрахма тиврĕ. Район центрĕнче пĕлÿ илнĕ вăхăтра канмалли кунсенче киле таврăнсан мана кÿршĕсен мунчине хутса пачĕç. Ун чухне вутă перекетлес тĕллевпе мунчана çемьесем черетлесе хутнă. Çăвăнма Иван тетепе кайни асра. Кунта мана сĕрĕм тивнĕ. Тете çакна асăрхаса мана хĕл кунĕнче мунча умне йăтса тухса вырттарнă, чĕре тĕлне тата çамка çине юр хунă. Тăна кĕрсен эпир киле таврăнтăмăр. Тепĕр кунне шкула тухса кайрăм, анчах та кĕске вăхăтрах йывăр чирлесе ÿкрĕм. Çапла вара 1 çулталăк асаплантăм чирпе. Сывалсан 1924 çулта Курнавăш шкулĕнче вĕрентĕм. Çамрăкранах музыка предметне кăмăллаттăм. 15 çул тултарас умĕн мана хут купăс тата балалайка илсе пачĕç. Çамрăксен хушшинче хут купăс каласа тĕрлĕ юрă шăрантараттăмăр. Музыкант пулас тĕллевпе эпир юлташпа – Ванька Ильинпа шкул хыççăн Шупашкара музыка училищине çул тытрăмăр. Тусăма вĕренме йышăнчĕç, анчах та мана пуян ачи тесе илмерĕç. Вара Ванька та вĕренме каймарĕ. 1929 çулччен тетесемпе килте тĕрлĕ ĕç пурнăçласа пурăнтăм.

Çамрăк чух Анфиса ятлă хĕр ачана /пулас мăшăрăма/ питĕ кăмăллани пирки те кĕскен çырса хăварас килет. Унпа эпир 1-мĕш класранпа пĕрле вĕреннĕ. Пĕрне-пĕри килĕштернине, тен, маларах ăнланман та пулĕ. Юрату вара Анфисăн çемйи 1921 çулхи хăрушă выçлăх вăхăтĕнче ялтан Çĕпĕре тухса кайса пурăннă хыççăн каялла таврăнсан пуçланчĕ. Елчĕк шкулне пĕрле вĕренме çÿрерĕмĕр. Анчах та эпĕ чирлесе кайсан пирĕн çулсем вăхăтлăх уйрăлчĕç. Кайран 1932 çулта мăшăрланса çемье çавăртăмăр.

1930 çулта эпĕ пĕлĕве малалла ÿстерес тесе Тĕмерти кĕçĕн агрономсем хатĕрлекен шкула /ăна 1929 çулта уçнă/ вĕренме кайрăм, анчах кунта та мана кулак ачи тесе вĕренме пăрахтарчĕç. Çакăн хыççăн Мускава тухса кайса 6 уйăх çуртсем хута янă çĕрте ĕçленĕ хыççăн каялла çак шкулах таврăнтăм. Шкул хыççăн 1932 çулта Патăрьел районĕнче агрономра тăрăшрăм. 6 уйăхран тăван тăрăха таврăнтăм. 1932 çулта Шупашкарти ял хуçалăх институтне вĕренме яма хатĕрлерĕç, анчах та пуян тесе пирĕн çемьене колхозран кăларнăран /унта 1929 çулта кĕнĕччĕ/ ку ĕмĕт те татăлчĕ. 1936 çулччен колхозникра тăрăшрăм. 1936 çулта мана колхоз правленине учетчик пулса ĕçлеме чĕнсе илчĕç. Ку ĕçре тивĕçлĕ тăрăшнине кура каярах ял Совет секретарьне куçарчĕç. 1938-1939 çулсенче агротехник пулса тăрăшрăм. 1939 çулта кĕркунне эпир çемьепе /атте, мăшăрăм Анфиса тата Лида хĕрĕмĕр/, Василий тата Иван тетесем çемйисемпе Челябинск облаçне пурăнма тухса кайрăмăр. Анне ун чухне пирĕнтен уйрăлса кайнăччĕ ĕнтĕ /1926 çулта/. Кунта пĕр колхоза ĕçлеме вырнаçрăмăр. 1939 çулта çемьене çĕнĕ кайăк – Валерий вĕçсе килчĕ. Вăл виççĕмĕш ачаччĕ. Аслă ывăл Геннадий, 1934 çулта çуралнăскер, çулталăк та 6 уйăхра чухне вар-хырăмĕ пăсăлнăран пурнăçран уйрăлчĕ. Вăл çул чылай çамрăк ача вилчĕ ялта. Елчĕкри больницăна илсе кайма лаша памарĕç. 1937 çулта Лидия çуралчĕ.

Çĕнĕ вырăнта агрономра тăрăшрăм. Анчах та 1941 çулта вăрçă пуçланчĕ. Вара пурте тăван тăрăха таврăнтăмăр. 2 уйăх тăван колхозра бригадирта тăрăшсан вăрçа кайма повестка илтĕм. Çĕпĕртен тин анчах таврăннăран çемье йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕ, çиме çăкăр та çукчĕ. Çав йывăр çулсенче чылай çын çапла нушаллă пурăннă. Çемьене тăрантаракан вăй питти арçынсем вăрçа тухса кайнăран хĕрарăмсемпе ачасем хÿтлĕхсĕр тăрса юлнă».

Вăрçăран Александр Сорокин 1945 çулхи ноябрьте тин таврăннă. 2 хут аманнă. Пуçласа Гомель патĕнчи çапăçусенче: снаряд çурăлсан осколокĕ ÿпкине шăтарса кĕнĕ, тепĕр осколокĕ сулахай аллине хул тĕлĕнчен шăтарса тухнă. 6 уйăх госпитальте сывалсан каллех фронта кайнă салтак. 1943 çулччен пĕр ял ачисемпе службăра тăнине çырнă вăл ал çырăвĕнче. Кавал ачи Степан Романов, Кÿлпуç ачи Арсентий Михайлов. Аманнă хыççăн вăл тусĕсенчен уйрăлнă. Чехословаки çĕрĕ çинче тепĕр хут ураран йывăр аманнă. Госпитальте 3 уйăх сывалсан килне 1945 çулхи кĕркунне таврăннă. Пысăк паттăрлăхпа палăрнăран Иван Степанович Конев маршалăн Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Мирлĕ вăхăтра тĕрлĕ вырăнта агрономра тăрăшнă, тивĕçлĕ канăва тухсан пахчаçă пулнă. 1946 çулта мăшăрăн тепĕр ача – Нина çуралать, 1949 çулта – Лиля. Лидия 80 çула çитсе пурнăçран уйрăлнă. Валерий çар çынни пулнă, вăл 78 çул тултарсан вилнĕ. Лилия учительте, шкул директорĕнче вăй хунă, 57 çулта вилнĕ. Паянхи кун Нина хĕрĕ анчах пурăнать. Вăл Аслă Шăхаль йĕкĕчĕпе пĕрлешсе çемье çавăрнă, ĕмĕрне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ.

Александр Сорокинпа пĕр тăван Николайпа Иван та вăрçа хутшăннă. Иван вăрçăран аманса таврăннă, Николай вара 1944 çулта вăрçă хирĕнче пуçне хунă.

– Атте ĕмĕрне тÿрĕлĕхе тата тасалăха мала хурса пурăнчĕ. Аттепе анне иккĕшĕ те пĕр çулта – 1995 çулта пурнăçран уйрăлчĕç, – аса илет Нина Кузнецова.
Ветеран-фронтовикăн мирлĕ вăхăтра тивĕçнĕ наградисем те нумай.

Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕкре: вăрçă ветеранĕсем Александр Сорокинпа /сылтăмра/ Георгий Митрофанов

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code