Ят çыннăн шăпине татса парать теççĕ. Пирĕн хушăмăрта ывăл-хĕрне чăн чăваш ятне (Пинерпи, Селиме, Салампи, Юман…) хуракан мăшăрсем час-часах тĕл пулаççĕ.
Лаш Таяпара пурăнакан Юрий Кашкăр юрăç-композитор тата унăн мăшăрĕ Надежда вара çак кунсенче çемьене вĕçсе килнĕ çĕнĕ кайăка Тайман ят панă. Петуховсен ывăлĕ, çуралнă чух 3 килограмм та 800 грамм тайнăскер, çемьери 3-мĕш ача. Аслисем Аннăпа Матвей 10-мĕш тата 4-мĕш классенче вĕренеççĕ.
– Тайман – пысăк вăй-хăватлă, çирĕп тенине пĕлтерет, – хыпарлать пирĕнпе пысăк савăнăçне пайланă май çемье пуçĕ.
Пулас пăхаттире тата унăн çывăх çыннисене çирĕп сывлăх та телей сунар. Салтака кайма юрăхлă пултăр!
Е.ПЕТРОВА.