Сисĕнмесĕрех вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш тапхăрĕ те хыçа юлчĕ. Шкул ачисемшĕн кĕркуннехи каникул пырать. Анчах та кану тапхăрĕнче хăрушă чир сарăласран сыхланмаллах. Вĕрентекенсене те килтен тухса çÿреме сĕнмеççĕ. Çавна пула, вĕсенчен нумайăшĕ дистанци мелĕпе ĕçлет.
Çакăн пек кăткăс лару-тăрура пĕр-пĕринпе çыхăну тытма Интернет пулăшать. Хальхи вăхăтра дистанци мелĕпе ĕçлеме йывăр мар. Чи кирли – алăра Интернетпа çыхăнтарнă компьютер е телефон пурри. Çакнашкал мелпе халĕ кашни килтех усă курма пултараççĕ пулĕ.
Вĕрентекен ачасене пĕлÿ парассишĕн яваплă, ашшĕ-амăшĕн вĕсен вĕренĕвĕпе кашни кунах кăсăкланмалла. Ачаран лайăх çын пăхса çитĕнтересси – пархатарлă та йывăр ĕç. Ашшĕ-амăшĕ умне кунсерен вуншар ыйту тухса тăрать. Вĕсене пĕрле пуçтарăнса тишкерсен анчах татса пама пулать.
Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти 5-мĕш класс ертÿçи Любовь Адюкова вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе онлайн мелĕпе пуху ирттерчĕ. Калаçу «Ача шăпи – пирĕн алăра» тема тавра пулчĕ. ZOOM хушăм урлă онлайн çыхăнăва класри кашни ачан амăшĕ тухрĕ. Пуху тĕрлĕ ыйтăва хуравлама пулăшрĕ. «Вĕренекенсем вăтам ÿсĕме хăнăхса пыни сисĕнет. Вĕсем хăйсен хастарлăхне тĕрлĕ конкурсра çитĕнÿсем туса çирĕплетеççĕ», – терĕ класс ертÿçи. Çавăн пекех вăл ачасен шкул пурнăçĕнчи сăн ÿкерчĕксенчен хатĕрленĕ видео-презентаципе те паллаштарчĕ.
Пухăва пĕтĕмлетнĕ май кашни хăйĕн ачин сывлăхĕ яланхи пекех чи хакли пулнине асăнчĕ. Малашнехи вĕренÿре те ачасене пулăшса пырассине çирĕплетрĕç вĕсем.