Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Елчĕкри кирпĕч завочĕ çывăхĕнче пухăннă йăлари хытă каяш вырăнне рекультиваци тунипе паллашнă. Сăмах май, çак ĕç федерацин «Экологи» наци проектне кĕрекен «Таса çĕршыв» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать.
…«Феникс» ООО подряд организацийĕ хăйĕн тивĕçне туллин йĕркелесе пынă пулсан çак ĕç утă уйăхĕнчех вĕçленмеллеччĕ. Анчах «шаннă кайăк йăвара пулманнине» – ĕç малалла кайманнине шута илсе район администрацийĕн «Феникс» ОООпа çирĕплетнĕ контракта ирĕксĕр пăрахăçлама тивнĕ. Ноябрĕн 10-мĕшĕнче пулса иртнĕ аукционра «ДПМК» «Яльчикское» ООО рекультиваци ĕçĕсене малалла пурнăçлама ирĕк çĕнсе илнĕ. Проект хакĕ – 7,7 миллион тенкĕлĕх. Ĕçе декабрĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме сăмах панă вĕсем.
Халĕ кунта ĕç хĕрсе пынă вăхăт. Пĕр харăс 4 единица техника ĕçлет, рабочисен чун хавалĕ те пысăк. Леонард Левый кунта пулса курнă май коллектива палăртнă тĕллевсене чыслăн пурнăçлама ăнăçу суннă.
/Хамăр корр/.