Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçлĕ визитпа

Ĕçлĕ визитпа

Ĕнер пирĕн районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов пулнă.

Вăл райадминистрацинче район ертÿлĕхĕпе – Алина Васильевăпа тата Леонард Левыйпа, Елчĕк районĕн обществăлла Канаш председателĕпе Анатолий Молоствовпа, районти хĕрарăмсен совечĕн ертÿçипе Евгения Михайловăпа, «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕпе Николай Малышкинпа уйрăмшарăн курнăçса калаçнă. Тĕл пулусенче Вячеслав Аркадьевич районăн экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвĕн комплекслă программине аталантарассипе, наци проекчĕсемпе çыхăннă ыйтусене тĕпе хунă. Социаллă контракт, вырăнти пуçару, çитес çул иртекен депутатсен суйлавĕ, коронавирус инфекцийĕ… Кашни ыйтупа вырăнти тĕрлĕ тытăм хăйĕн ĕç-хĕлне пуçаруллă, пахалăхлă тата вăхăтлă пурнăçламаллине палăртнă.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code