Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Кашни çынран – 70 пин…

Кашни çынран – 70 пин…

226 миллион тенкĕ ытла. Ĕненме те йывăр, çапах та кăçалхи 10 уйăхра çакăн чухлĕ укçа-тенкĕ «парнеленĕ» Интернетри ултавçăсене республикăра пурăнакансем. Ултавпа çыхăннă 3205 преступлени йышĕнче банк карттине çаратнисем, Интернет урлă илĕртсе, хăратса укçа вăрланă тĕслĕхсем.

Çапла вара сиен тÿснĕ кашни çын вăтамран 70 пин тенкĕ çухатнă. Контактсăр мелпе улталакансем ытларах чухне телефон çине шăнкăравлаççĕ. Вĕсем нумай тĕслĕхсенче 495 кодлă номерсемпе усă курнă май хăйсемпе банк сотрудникĕ е банкăн хăрушсăрлăх службин ĕçченĕ тесе паллаштараççĕ, калаçăва çак сăмахсенчен пуçлаççĕ:

– Сирĕн банк картти çинчен паллă мар çынсем укçа-тенкĕ вăрлама тăнă… е кредит илнĕ. Çавна май кĕске вăхăтра карттă реквизичĕсене, вăл хăçанччен вăйра тăнине, кодне, СМСпа килекен парольсене пĕлтерме ыйтатпăр.

Çакăн евĕр шăнкăрав килсен калаçăва тÿрех чарса хумалла. Лару-тăрăва уçăмлатса банк ĕçченĕсемпе çыхăнас тесен карттăн тÿнтер енчи номерпе шăнкăравлăр. Тата çакна та асра тытăр: банк ĕçченĕсем нихăçан та клиентсенчен карттă çинчи е унпа çыхăннă цифрăсене ыйтмаççĕ.

Ултавлă ĕçсен пысăк пайĕ тÿлевсĕр пĕлтерÿсен сайтĕнче пулса иртет. Преступниксем тавар сутни пирки пĕлтерÿсем вырнаçтараççĕ, туянакана тавар хакĕн пĕр пайне е тулли хакне малтан тÿлеме сĕнеççĕ. Çапах та тавар палăртнă вырăна çитмест. Вĕсем тавар туянакан евĕр те пулаççĕ, укçа-тенкĕ куçарса пама карттă реквизичĕсене ыйтаççĕ.

Иккĕленÿллĕ те шанчăксăрлăх çуратакан тĕслĕхсенче мĕнлерех тытмалла хамăра? Чи малтанах тавара почтăпа çитерме, посылкăна мĕн хунине палăртакан опись çырма ыйтмалла. Тавар сутнă чухне хăвăрăн телефон номерне калани те çителĕклĕ.

Ултавсен тĕсĕсем çав тери пысăк:

– преступниксем социаллă сетьсене çĕмĕрсе кĕрсе, страница хуçи пек тытса тăванĕсенчен е тус-юлташĕсенчен кивçен укçа-тенкĕ куçарса пама ыйтаççĕ;

– маларах туяннă эмелшĕн е таваршăн компенсаци парăпăр тесе шантараççĕ, анчах та маларах 13 процентлă налук виçипе татăлмаллине хыпарлаççĕ;

– паллă мар телефон çинчен сирĕн телефон çине эсир приз хуçи пулнине пĕлтерекен ссылка килет /ун тăрăх страницăна кĕрсен вирус телефон тата карттă çинчи укçа-тенкĕне вăрлать/;

– Интернет урлă тавар е билет туяннă чух пĕр хут анчах усă куракан суя сайтсем е страницăсем урлă улталанма пулать: гражданин укçи-тенкине тÿлет, анчах таварне е билетне… кĕтсе илеймест.

Кунта çакна та пĕлмелле, чăн сайтсем çакăн евĕр сас паллисенчен пуçланаççĕ: «https».

Банк карттине çухатсан хуçин банка кайса е шăнкăравласа картта ĕçне чарса хумалла.

О.АШНИН.
ЧР Шалти ĕçсен министерствин инфомаци тата обществăлла çыхăнусен пайĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code