Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пирĕн ентешсем те тивĕçнĕ

Пирĕн ентешсем те тивĕçнĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2007 çултан пуçласа Раççейре декабрĕн 9-мĕшĕнче кашни çулах Çĕршыв паттăрĕсен кунне паллă тăватпăр. Çак кун, 1769 çулта, II Аслă Кĕтерне патша вăрçă хирĕнче паттăрлăх кăтартнă çар çыннисене чыслама Раççей империйĕн чи аслă çар наградине «Георгий Победоносец» орденне çирĕплетнĕ пулнă. Вăл 4 степень таран пулнă. Çветтуй Георгий /Юрий, Егорий/ Победоносец кунне пирĕн çĕршывра майăн 6-мĕшĕнче – /çурхи Юрий/, декабрĕн 9-мĕшĕнче – /кĕрхи Юрий/ паллă тăваççĕ. 1807 çултан пуçласа салтаксене тата унтер-офицерсене паттăрлăх тата хастарлăх кăтартнăшăн чыслама асăннă наградăна çирĕплетнĕ. 1913 çултан пуçласа çак ордена Георги хĕресĕ ятпа улăштараççĕ. Орденăн ленти ылмашса пыракан 3 хура тата 2 хĕрлĕрех сарă тăрăх йĕрсенчен тăнă. Çветтуй Георги орденĕ сумлă наградăна илме тивĕçнисене, салтак-и вăл, е офицер-и, декабрĕн 9-мĕшĕнче Кремльти Георгиевски залĕнче пурне те пĕр пек чысласси йăлана кĕнĕ пулнă. Анчах та 1917 çулхи Октябрьти революци хыççăн çак уява та, наградăна те пăрахăçланă.

СССР вăхăтĕнче Совет Союзĕн Геройĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ ятсене çирĕплетнĕ. 1943 çулхи чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Çветтуй Георги Победоносец орденĕпе танлашакан виçĕ степенлĕ Мухтав орденне çирĕплетнĕ. Çак наградăпа салтаксемпе сержантсене тата авиацинче кĕçĕн лейтенантсене те чысланă.

Çветтуй Георги Победоносец орден статусне Раççей Президенчĕн Указĕпе 2000 çулта çĕнĕрен вăя кĕртнĕ. 2013 çултан пуçласа Çĕршыв паттăрĕсен кунĕнче Кремльти Георгиевски залĕнче Совет Союзĕн, Раççей Федерацийĕн Геройĕсене, Мухтав тата Çветтуй Георги орденĕсене илме тивĕçнисене чыслассине йăлана кĕртнĕ.

Çак сумлă наградăсене тивĕçнисен йышĕнче Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ çынсем те пур. «Астăвăм» кĕнекесем тăрăх ялтан миçе çын Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнни паллă. Анчах та кам мĕнле наградăсене тивĕçнине кăтартман. Вăрçă вăхăтĕнчи документсене цифра çине куçарнă май юлашки вăхăтра «Память народа» тата «Подвиг народа» сайтсем çинче III степень Мухтав орденĕ илме тивĕçнĕ Аслă Пăла Тимеш çыннисене тупса палăртма май килчĕ:

Петр Егорович Елисеев /1925-2013 çç/. Рядовой, 947 стрелоксен полкĕнчи санинструктор. Икĕ хут аманнă.

Михаил Петрович Кошкин /1926-2016/. 225 стрелоксен дивизийĕ, 1347 стрелоксен полкĕ. «Хăюлăхшăн» медаль панă. Вăрçă хыççăн çар училищи пĕтерсе подполковнике çитнĕ.

Андрей Родионович Кудрявцев /1913-1996/. Гварди старшини, минометсен уйрăм гварди 265 полкĕ, минометсен 8 гварди корпусĕ. 1 Украина фрончĕ. Аманнă. «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медаль. Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ.

Петр Родионович Кудрявцев /1911-1960/. Рядовой, автоматчик, 35 стрелоксен полкĕ, 373 стрелоксен дивизийĕ, 2 Украина фрончĕ. Аманнă.

Михаил Иванович Мукин /1909-1970/. Рядовой, стрелок, 140 стрелоксен бригади. Волхов фрончĕ. Аманнă.

Николай Павлович Сверчков /1907-1944/. Рядовой, 3 пулемет ротинчи 1-мĕш номер. 44 стрелоксен полкĕ, 42 стрелоксен дивизийĕ, 2 Белорусси фрончĕ. Сурана пула вилнĕ. Польшăри Паево ялне пытарнă.

Василий Иванович Терентьев /1907-1987/. Гварди рядовой, пулеметчик, 257 гварди стрелоксен бригади, 9 корпус. Хĕвеланăç фрончĕ. Аманнă.

Александр Михайлович Хлебников /1914-1973/. Рядовой, разведчик, 99 саперсен уйрăм батальонĕ. Аманнă.

В. ПЛОТНИКОВ.
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code