Раççей Президенчĕ Владимир Путин журналистсемпе çуллен йĕркелекен пресс-конференцие кашнийĕнчех итлеме тăрăшатăп. Çакăн пек мероприяти питĕ кирлĕ тесе шухăшлатăп. Вăл халăх шухăшне пĕлме, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулса иртекен ĕçсене тĕрĕс хак пама май парать. Владимир Владимирович патне çитекен ыйтусене вырăнти влаçсем те татса парассипе ытларах вăй хурасса шанас килет.
Пресс-конференцире хускатнă ыйтусем анлă, тĕрлĕ енлĕ. Паянхи çăмăл мар лару-тăрура йывăрлăхсене çĕнтерсе Раççей экономикине аталантарма май тупнине, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе, сахал тупăшлă тата нумай ачаллă çемьесене пулăшма тăрăшнине итлеме питех те кăмăллă пулчĕ.
Н.КИРИЛЛОВ,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Вырăскасси ялĕ.