Ĕçлемен пенсионерсен пенсийĕсене кăрлачăн 1-мĕшĕнчен 6,3 процент индексациленĕ. Страховани пенсийĕсем вăтамран 930,21 тенкĕ ÿснĕ, 16309,8 тенкĕпе танлашнă. Çапла майпа Чăваш Енре пурăнакан 274677 çын кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пысăкрах пенси илме пуçланă. Çавăн пекех кăçалтан страховани пенсийĕ çумне хушса паракан тÿлевсем те ÿснĕ. Ял стажĕшĕн тÿлекенни 1511,12 тенкĕпе, пенсионер шутĕнчен пурăнаканшăн параканни 2014,83 тенкĕпе танлашнă. Ака уйăхĕнчен социаллă пенсисене тата инвалидсен, вăрçа хутшăннисен иккĕмĕш пенсийĕсене 2,6 процент ÿстерме палăртнă. Ку ушкăнрисем Чăваш Енре 26 пин çын пурăнать. Çурла уйăхĕнче ĕçлекен пенсионерсен пенсийĕсене 2020 çулхи страховани взносĕсене шута илсе ÿстерĕç. 2021 çулта Пенси фончĕ Чăваш Енри пенсисемпе социаллă тÿлевсем валли 70 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă.
4 ача çуратса 8 çула çити ÿстернĕ хĕрарăмсем кăçалтан пуçласа 56 çулта тивĕçлĕ канăва тухма пултараççĕ. Иккĕмĕш çур çулта 56 çул та 6 уйăх тултарнă /1965 çулхи пĕрремĕш çур çулта çуралнисем/ хĕрарăмсене, 61 çул та 6 уйăха çитнĕ /1960 çулхи пĕрремĕш çур çулта çуралнисем/ арçынсем пенсие тухаççĕ. Иккĕмĕш çур çулта çуралнисен пенсийĕсене 2022 çулхи пĕрремĕш çур çулта йĕркелеме пуçлаççĕ. 2021 çулта страховани пенсийĕ валли 12 çул стаж тата 21 пенси коэффициенчĕ кирлĕ. 37 çул стаж пухнă хĕрарăмсене /55 çул тултарсан/ тата 42 çул стаж пур арçынсене /60 çул тултарсан/ 2019 çултан пуçласа маларах пенсие тухма ирĕк панă. Пĕлтĕр ку çăмăллăхпа республикăра 304 çын усă курнă. «Сиенлĕ» производствăра ĕçленисемшĕн, чернобылецсемшĕн, социаллă çăмăллăхлă ытти ушкăнри граждансемшĕн пенсие тухмалли йĕрке улшăнман.
2019 çул вĕçĕнче çирĕплетнĕ федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн граждансене социаллă çăмăллăхсемпе тÿлевсем пирки пĕлтерсе тăма пуçлаççĕ. Ку механизм çĕнĕ йышши цифра хатĕрĕ шутланать, вăл çынсене федераци тата регион шайĕнче тивĕçекен пособисемпе çăмăллăхсем çинчен информаци парса тăрĕ. Саккунра палăртнă тăрăх, 2021 çулхи утă уйăхĕнчен информаципе талăкĕпех ĕçлекен колл-центр е Патшалăх пулăшу ĕçĕсен порталĕн чат-бочĕ урлă паллашма май пулĕ. 2022 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен гражданин хăех патшалăх власть, вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕсен органĕсенчен, социаллă хÿтлĕх мерисемпе тивĕçтерекен организацисенчен, федерацин медико-социаллă учрежденийĕсенчен, нумай функциллĕ центрсенчен ыйтса пĕлме пултарать. Телефонпа çыхăннă чухне вăрттăн код ыйтаççĕ, организацисенче паспорт тата СНИЛС кăтартмалла.
2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен Раççейре электрон ĕç кĕнекисем вăя кĕнĕ. Ку çул пуçланнă тĕле Чăваш Енре 237,4 пин çын ĕç кĕнекин хут вариантне упраса хăварма йышăннă, 44,6 пин гражданин /15,8 процент/ электрон ĕç кĕнекине суйланă. Электрон формат çине куçас ĕç кăçал малалла тăсăлĕ. Официаллă йĕркепе 2021 çулта пуçласа ĕçе вырнаçакансен электрон ĕç кĕнекисем кăна пулаççĕ.