Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Троллейбус паркĕ çĕнелет

Чăваш Республики троллейбус паркне çĕнетме федераци хыснинчен 1,17 миллиард тенкĕ тивĕçнĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕ Шупашкара – 8, Çĕнĕ Шупашкара 2 троллейбус парасси пирки йышăну тунă. Шупашкара панă 8 троллейбус хакĕ – 124 миллион тенкĕ ытла.

Чăваш Ене пурĕ 68 çĕнĕ троллейбус килсе çитмелле.

Виртуаллă майпа

Виртуаллă «Заповедная Чувашия» экологипе туризм экскурсийĕ пулăшнипе Чăваш Енри çут çанталăк территорийĕсен илемĕпе килтен тухмасăрах паллашма пулать.

Хальхи вăхăтра республикăра çакăн пек 70 объект шутланать. Пĕлтĕр Чăваш Енре 1200 çын заповедниксемпе онлайн мелĕпе паллашнă. Кăçал, Раççейри Ăслăлăхпа технологисен çулталăкĕнче, «Чăваш Ен промышленноçĕ» туризм экскурсийĕ ĕçлеме пуçлать. Вăл республикăри промышленность предприятийĕсемпе паллаштарĕ.

Ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕсем паллă

Республикăра сехете Мускав вăхăтĕнчен 1 сехет куçарас ыйтупа кăсăкланса ЧР Правительстви ыйтăм ирттернĕ.

Сасăлава 22 пин ытла çын хутшăннă. Вĕсенчен 45 проценчĕ вăхăта куçарнинче уссине курмаççĕ, тепĕр 37 проценчĕ сехет йĕппине куçарттарасшăн. Ыйтăма хутшăннисенчен 13 проценчĕ сезонра çеç усă курма сĕннĕ. Тепĕр 5 проценчĕшĕн – пурпĕрех.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code