Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ямăт укçана юратсан

Ямăт укçана юратсан

Шупашкарти нумай хваттерлĕ çурт управляющине коррупци преступленийĕшĕн айăпланă.

Следстви органĕсем пухнă материалсене суд управляющине айăпламашкăн çителĕклĕ тесе хакланă – арçынна УК 204 статйипе /коммерци енĕпе сутăнни/ айăпласа условнăй майпа 2 çуллăха ирĕксĕр хăварма йышăннă, 800 пин тенкĕлĕх штрафланă. Çавăн пекех вăл икĕ çул ертÿçĕ должноçĕсене йышăнаймĕ.

Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх, Шупашкарти нумай хваттерлĕ çурт строительствине сăнаса тăракан организаци управляющийĕ тата тĕп конструкторĕ строительство фирмин тĕп директорĕнчен 80 пин тенкĕ илнĕ. Паллах, ăна ахальтен тÿлемен: çурт строительствинчи ĕçсене – конструкцисене арматурăсемпе çирĕплетнине – ĕнентермелле, çак тата ытти ĕçе йышăнмалла пулнă. Управляющи тивĕçлĕ акта алă пуснă.

Укçана вăл хăйĕн аллипе илмен, тÿлеве ямăт укçашăн çунаканскерĕн мăшăрĕн банк карточки çине куçарнă. Çапах та преступлени çиеле тухнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code