Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Телей ялтах пÿрнĕ

Телей ялтах пÿрнĕ

Валентина Александрова Çĕнĕ Пăва библиотекинче вуласа тухман илемлĕ литература хăварман. Ытларах Чăваш издательстви кăларнă кĕнекесене кăмăллать. Вăл çĕнĕ изданисем килессине кĕтсех тăрать. Хăй килеймесен те упăшки суйласа илсе каять.

Аслă Шăхальти Валентинăпа Николай Александровсем пĕрлешнĕренпе 52 çул çитрĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса, юратса алла-аллăн тытса утаççĕ вĕсем анлă пурнăç çулĕпе.

Валя аппа Кĕçĕн Шăхалĕнче 1946 çулта çуралнă. Николайпа Агреппина Павловсен туслă çемйинче кун çути курнă. 6 хĕр те 2 ывăл ÿснĕ. Хĕрсем уйрăмах туслăха упрама пĕлеççĕ. Халĕ те лайăх пурăнаççĕ. Тин кăна Шупашкарти йăмăкĕсем килсе хăналанса кайнă.

Валентина Николаевнăн пурнăçĕ çăмăл килмен. Ачаранах хирте тăрăшнă. Ашшĕ каланине асрах тытать вăл: «1947 çулта уйрăлса тухрăмăр. Кĕлет пек çурт илсен çимелли пĕтнĕччĕ. Кунĕпе 3 чăмăрла çĕрулмипе хăма çураттăм. Ура çине тăрсан çăкăрсăр ларман вара. Ĕçе юратнă. Йывăрлăх вăл вăхăт иртнĕ май иртсе каять, малашлăх яланах çунатлă».

«5 класра вĕреннĕ чухне анне мана тырă алланă çĕре яратчĕ, хăй ытти ĕç тăватчĕ», – аса илет вăл. Çуллахи каникулта килте ларман, колхоз уй-хирĕнче çум çумланă. Вăтам шкул пĕтерсенех сурăх ферминче вăй хунă. Унтан Шупашкара тухса кайнă. Икĕ çул унта ĕçлесе пурăннă.

Телей тени ялтах кĕтнĕ хĕре. Яла таврăннă хыççăн текех хулана кайма пÿрмен. Маттур та патвар Николай хĕре качча вăрласа кайнă. 1969 çулта Аслă Шăхаль ялĕнче туй кĕрленĕ. Александровсем 3 ывăл çуратса ÿстернĕ. Кашни ачин хăйĕн кĕтесĕ, çемйи.

Валя аппа чылай çул колхозра ĕçленĕ. Унтан шкула тирпейлÿçĕне вырнаçнă. Коля тете авланичченех бухгалтер дипломне алла илнĕ. Унтан ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ – Улатăрти финанс техникумне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Чылай çул «Урожай» колхозра тĕп бухгалтерта вăй хунă.

Паян Александровсем пысăк та ăшă çуртра иккĕн çеç пурăнаççĕ. Ачисем çемйисемпе килсех тăраççĕ. Руслан мăнукĕ вара шăнкăравласа ватăсен сывлăхĕ çинчен ыйтмасăр пĕр кун та ирттермест. Асламăшĕпе аслашшĕ ачисемпе мăнукĕсене кĕтсех тăраççĕ.

Т.КУПТАШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code