Чăваш Тăрăмĕнчи Анастасия Малова 95 çул тултарнă.
Çак ятпа ĕç ветеранне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василиса Сапожникова, вĕренÿ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Сергей Скворцов саламласа РФ Президенчĕн В.В.Путинăн саламне вуласа панă, парнесем парса чысланă.
Анастасия Алексеевна çак ялтах çуралса ÿснĕ. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн тăван колхозра тăрăшнă. Вăрçă хыççăн почтальонкăра, 1948 çултан пуçласа мĕн пенсие кайиччен ялти шкулта тирпейлÿçĕре ĕçленĕ. Тăватă ывăлĕ амăшне çирĕп воспитани парса ÿстернĕшĕн тав тăваççĕ. Хальхи вăхăтра тыл ĕçченĕ ывăлĕсемпе пурăнать. Ачисемпе мăнукĕсем – унăн кĕтнĕ хăнисем. Пурнăç таппинче йывăрлăхĕсене сахал мар тĕл пулнă пулсан та чун-чĕре ăшшине çухатман вăл.
95 çулхи сумлă хĕрарăм çулне кура мар вашават та тарават. Телевизор пăхма юратнисĕр пуçне хаçат вулама та кăмăллать.