ЧР Министрсен Кабинечĕн маларах кăларнă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртесшĕн. Çакна черетлĕ ларура ырланă.
Çав шутра – Олимп вăййисене хутшăнса çитĕнÿ тăвакан ентешсене – спортсменсемпе вĕсен тренерĕсене – хавхалантармалли тÿлевсене пысăклатасси те. Малти виçĕ вырăншăн олимпиецсене халĕччен 1 миллион, 400 пин тата 300 пин тенкĕ тÿленĕ. Çак виçесене 2012 çултанпа ÿстермен, çавна май Спорт министерстви медальсене «хаклатма» сĕннĕ – ăна ырланă.
Çапла вара «ылтăншăн» – 3 миллион, «кĕмĕлшĕн» 1,2 миллион, «бронзăшăн» 900 пин тенкĕ тÿлĕç. Призерсен тренерĕсен премийĕсем те пысăкланаççĕ: 1,5 миллион, 600 пин тата 450 пин тенкĕ. Олимпиадăсене хутшăннăшăн паракан тÿлеве те хăпартаççĕ: спортсменсене – 150 пин, тренерсене – 75 пин тенкĕ. Асăннă тÿлевсем Паралимп вăййисене хутшăнакан, унта çĕнтерекен ентешсене те пырса тивĕç.