1925 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче Сăрьел ялĕнче çуралнă Летфулла Сабирович Гизатуллин мирлĕ вăхăтри пархатарлă ĕçшĕн Ленин орденне /1948/ илме тивĕçлĕ пулнă.
Летфулла Гизатуллин мĕн çамрăкран тăван хуçалăх ĕçĕнче пиçĕхнĕ. Ашшĕпе амăшĕ те 1930 çулта йĕркеленнĕ «Марс» хуçалăхра вăй хунă.
Малтан вăл Елчĕкре механизатора тата шофера вĕреннĕ. 1943 çулта вăрçă хирне кĕнĕ, Хĕвел анăç Украина фрончĕн 563-мĕш минометлă полкăн 6 батарейинче водитель пулнă – малти линие мина турттарнă. 1944 çулта аманнă, сывалнă хыççăн наводчик пулнă. II степень Отечествăлла вăрçă орденĕпе, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă.
… Л.Гизатуллин вăрçă хыççăн тăван яла таврăннă. Малтан тракториста пулăшакан пулса вăй хунă, ун хыççăнах ăна звеньевой-механизатор пулма çирĕплетнĕ. Пархатарлă ĕçĕпе палăрнă вăл – пысăк кăтартусене çывхартассинче хăйĕн тивĕçлĕ тÿпине хывнă. Çав çулсенче «Марс» хуçалăх тухăçлă тыр-пул çитĕнтернипе палăрса тăнă, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 25 центнер ытла пулнă.
Летфулла Сабирович нумай çул «Марс», «Победа» колхозсенче механик пулса ĕçленĕ. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята та тивĕçнĕ вăл. Хăй хыççăн ырă ят хăварма та пултарчĕ, нумай механизаторшăн наставник вырăнĕнче пулчĕ. Вĕсем: Ф.Фасхутдинов, Р.Самитов, Ф.Сунгатуллин, М.Багаутдинов, Р.Салахутдинов хăйсен пархатарлă ĕçĕпе тăван хуçалăх ырлăхĕшĕн ырми-канми вăй хучĕç, ят-сума тивĕçрĕç.
1991 çулта ялта çĕнĕ мечет тăвас ĕçе хастар хутшăнчĕ, кунта нумай çул имам тивĕçĕсене пурнăçларĕ. Эмелхада мăшăрĕпе 7 ача çуратса ÿстерчĕç. Халĕ тĕп килте аслă ывăлĕ – Искандер çемйипе пурăнать.
2009 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă Летфулла Гизатуллина сума суса вăл пурăннă çурт çине эпир Асăну хăми вырнаçтарас кăмăллă.
Р.ХАРИСОВ,
Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ.