РФ Патшалăх Думи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче гараж амнистийĕ пирки калакан саккун проектне виççĕмĕш вулавпа йышăннă, унта сусăрлăх пур граждансен прависене çирĕплетнĕ. «Сусăрсен халĕ хăйсен çурчĕ çывăхĕнчи çĕр лаптăкĕнче капиталлă мар гараж тăвас е автомобильсене лартас тĕллевпе усă курмашкăн ирĕк пур», – тенĕ инвалидсен Пĕтĕм Раççейри обществин председателĕ Михаил Терентьев. Куçса çÿрес енĕпе йывăрлăхсем пур çынсем патшалăх е муниципалитет çĕрĕ çинче хăйсене ятăн паракан парковка тумашкăн çăмăллатнă йĕркепе тÿлевсĕрех лаптăк илме пултарĕç. Федераци Канашĕ ырласан тата çĕршыв Президенчĕ алă пуссан çак саккун авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕмелле.
Федерацин сусăрсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтермелли пирки калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн, автомобиль парковкисенче 10 процентран кая мар лаптăка инвалидсен машинисем валли уйăрмалла. Çав шутрах – социаллă, инженери тата транспорт инфратытăмĕн объекчĕсен умĕнче те.