89 çулхи ĕç ветеранĕпе, Вырăскасси ялĕнче пурăнакан Леонид Леонтьевпа Елчĕкри тĕп больниицăра пĕр палатăра выртса сипленнĕ вăхăтра паллашрăмăр. Çирĕп ăс-тăнлă, кăмăллă арçын çав самантран тытăнсах маншăн тахçан пĕлнĕ çын пекех çывăх та хаклă пулса тăчĕ. Пĕр сăмахпа каласан, эпир унпа иксĕмĕр туссем пулса тăтăмăр.
Вăл – ватă, эпĕ вара çулпа унран нумай çамрăк пулин те иксĕмĕр хушăмăрти калаçу шăкăл-шăкăл, çыхăнуллă йĕркеленсе пычĕ. Хăй вăхăтĕнче Леонид тете таврари паллă кăмака ăсти пулнине пĕлтĕм, çăматă та нумай пуснă иккен вăл. Нумай çул пĕрлешÿллĕ хуçалăхра арманçă пулса ĕçленĕрен, тусан-çăнăха сывлани-çăтни унăн сывлăхĕ çинче палăрăмсăр иртмен, паллах. Пурпĕрех, Леонтий тетен кăмăлĕ хавхалануллă. Пуринпе те тарават вăл, пурне те ырă, ăшă сăмахсемпе йăпатма та, ăс парса вĕрентме те пултарать. Ăна пĕрремĕш хут курнăран, чăннипех, тĕлĕнтĕм унран. Унăн кашни сăмахĕ витĕмлĕ, ăслă. «Эсир мĕнле çапла пулма пултаратăр: хăвăр çулăра кура мар çирĕп ăс-тăнлă;», – тесе çак вăрттăнлăха уçса пама ыйтсан вăл çапла хуравларĕ: «Çынна усал тумалла мар, хапсăнмалла мар, ĕçсĕр лармалла мар, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалла», – терĕ. Çак сăмахсем çумне хушса тата мĕн калăн; Пирĕн, çамрăксен, сумлă çулсене пуçтарнă çак çынран вĕренмелли пайтах.
Леонид тетен мăшăрĕ – Августа аппа та питĕ тирпейлĕ, ĕçчен хĕрарăм. Вĕсем иккĕшĕ пурнăç çулĕпе 67 çул алла-аллăн тытăнса утаççĕ. Ачисен çитĕнĕвĕсемпе те савăнаççĕ. Пĕр-пĕрне сума суса, ăнланса тата юратса пурăнни мăшăрсен пĕрлехи кун-çулне тата нумайлăха тăстăр çеç.
…Больницăра тĕл пулнă кунсем хыçа юлчĕç пулин те Леонид тете ман пата час-часах шăнкăравлать, ĕçсем мĕнле йĕркеленсе пынипе кăсăкланать. Ватă çын мана çакăн пек тимлĕх уйăрнине ăнланса хам енчен те ăна ырă, ăшă сăмахсемпе тавăрма тăрăшатăп. Ватă çынна урăх мĕн кирлĕ;
Алексей ИЛЕМЕНЕВ,
предприниматель.