«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем онлайн мелĕпе иртекен «Вилĕмĕсĕр полк» акцие кăçал та хастар хутшăнчĕç.
Вĕсем хăйсен вăрçăра çапăçнă тата тылра ырми-канми тăрăшнă тăванĕсене пĕрлехи колонна йышне кĕртрĕç, паттăрсен портречĕсене тытса сăн ÿкерттерчĕç.
«Вилĕмсĕр полк» акци мĕн пур паттăра пĕрлештерни — пире çутă пурнăç парнеленĕшĕн тав туни.