Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сĕнÿсене шута илер

Сĕнÿсене шута илер

Çулла шыва кĕрсе савăнатпăр. Çапах та шыв савăнăç анчах парнелетĕр тесен, шыва кĕнĕ чух йĕркесене çирĕп пăхăнмалла.

Статистика палăртнă тăрăх, çынсем ытларах чухне ятарлă вырăнта шыва кĕменрен, шыва ÿсĕрле кĕнĕрен, вăй-хала тĕрĕс хакламанран, шыва тÿрех чăмнă хыççăн шăнăр туртнăран пурнăçран уйрăлаççĕ. Статистика кăтартăвĕсем путса вилнĕ çынсенчен ытларах пайĕ ишме пĕлнине çирĕплетеççĕ. Ачасем вара аслисем асăрхаса тăманран инкеке тÿсеççĕ.

Шыва кĕме кайсан çак сĕнÿсене шута илмелле:

– шыва ирĕк панă, çăлавçăсем дежурствăра тăракан вырăнсенче çеç кĕмелле;

– шыва кĕме ăнăçлă вăхăт – ирхине 8-10, каçхине 17-19 сехетсем;

– сывлăш температури – 25, шыв температури 22 градусран кая мар пулмалла;

– ытла шăрăхра, пĕлмен вырăнта тата тухтăр ирĕк паман пулсан шыва кĕме юрамасть;

– питĕ вăйлă ывăннă хыççăн шыва кĕме ан васкăр. Шывра ывăнсан çурăм çине çаврăнса канса илме пĕлмелле, кĕлеткене шыв çинче ал-урана майĕпен хускаткаласа тытса тăмалла.

Ишев вăхăчĕ 20 минутран ытла пулмалла мар, çырантан ытла инçе ишме те тăхтăр. Чăнкă çыранлă пĕвесенче, юхан шывсенче, шыв уçласа илекен вырăнта шыва кĕме юрамасть. Хĕвел çинче чылай выртнă хыççăн та шыва тÿрех кĕрсе ан кайăр, маларах çыран хĕрринче ÿт-пĕве шывпа йĕпетсе сăтăркаласа сивĕтĕр. Мĕншĕн тесен ăшăра юн тымарĕсем сарăлаççĕ, шыва тÿрех кĕрсен мышцăсем самантрах хутланаççĕ те сывлăш пÿлĕннипе антăхса кайма пулать. Апат çинĕ хыççăн та шыва тÿрех чăмасран асăрханăр.

Шыва нихăçан та пĕччен ан кĕрĕр. Тытамакпа е ытти чирпе аптăракан, тăнĕсене час-час çухатакан çынсен шыва вуçех те кĕме юрамасть. Шыва эрех ĕçнĕ, тарланă хыççăн та ан кĕрĕр. Ашшĕ-амăшне ачисемпе уйрăмах тимлĕ пулма ыйтас килет. Шыв хĕррине аслисемсĕр кайма ирĕк памалла мар вĕсене. Сывлăш тултарнă хатĕрсене те ытлах шанма юрамасть.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code