Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Халăх интересĕсене хỹтĕлеççĕ

Халăх интересĕсене хỹтĕлеççĕ

Прокуратура ĕçченĕсем саккунсăрлăха тата йĕркесĕрлĕхе пĕтерес, граждансен тата патшалăх ирĕкĕсемпе интересĕсене хỹтĕлес тĕллевпе пур вăя хурса тăрăшаççĕ.

Иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май хăш-пĕр енĕпе çитĕнỹсем тунине палăртмалла. 2017 çулта прокуратура сотрудникĕсем саккуна пăснă 940 ытла тĕслĕхе тупса палăртнă. Йĕркене пăхăнман тĕслĕхсене пĕтерес тĕллевпе иртнĕ çул саккунсене тивĕçтермен право акчĕсене хирĕçлесе 110 протест çырнă. Граждансен тата патшалăх интересĕсене хỹтĕлесе суда 108 тавăç (пурĕ 1 миллион та 700 пин тенкĕлĕх) тăратнă. Судсем вĕсене пурне те тивĕçтернĕ. Йĕркесĕрлĕхе пĕтерме хушса предприятисемпе организацисен, учрежденисен, патшалăх влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертỹçисен тĕлĕшпе 260 представлени тăратнă, право йĕркине пăснăшăн должноçри 250 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă. Прокуратура йышăнăвĕпе должноçри 88 çынна административлă майпа айăпласа штрафланă, тĕрĕслевсен материалĕсемпе 4 уголовнăй ĕç пуçарнă.

Район прокуратури преступноçа, çав шутран коррупцие хирĕç кĕрешесси, предпринимательсен прависене хỹтĕлесси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, социаллă тытăмсенчи, çутçанталăка сыхласси, çĕрпе çыхăннă саккунсене пурнăçласси, çынсен ĕçлев прависене хỹтĕлесси çине ытларах тимлĕх уйăрнă.

Тĕрĕслевсен вăхăтĕнче район прокуратури çĕрпе çыхăннă саккуна пăхăнман, коррупци сĕмĕллĕ преступлени тунă тĕслĕхе тупса палăртнă, следстви органĕсене РФ УПК 37 статйин 2 пайĕпе пĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тĕлĕшĕпе уголовнăй ĕç пуçарма постановлени ярса панă. Унсăр пуçне прокуратура тупса панă тĕслĕхпе 1 уголовнăй ĕçе суд пăхса тухнă, ĕçпе тивĕçтерекен службăра саккуна пăсса учетра тăнă çынран ултавпа илсе тăнă пособи виçине каялла тавăрса патшалăх бюджетне кỹнĕ сиене саплаштарнă. Прокуратура тавăçĕсемпе килĕшỹллĕн районти ял тăрăхĕсенчи саккунсăр майпа йĕркеленнĕ чылай свалкăна пĕтернĕ, ку енĕпе ĕç малаллах пырать.

Прокуратура ĕçченĕсем граждансен ĕçлев прависене хỹтĕлесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2017 çулта район прокуратури хутшăннипе тĕрлĕ организацисемпе предприятисенче ĕç укçине вăхăтлă илеймен 90 ĕçчен умĕнчи парăма (пурĕ 700 пин тенкĕ) татма май килнĕ.

Паянхи кун В.Николаев прокурор ертсе пыракан Елчĕк район прокуратуринче прокурор çумĕ П.Кокорев, прокурор пулăшуçи Д.Михайлов, ертсе пыракан специалист Л.Доброхотова, В.Пчелов водитель тăрăшаççĕ.

Професси уявĕпе — Раççей прокуратурин кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламланă май прокуратура сотрудникĕсемпе ветеранĕсене çăмăл мар ĕçре ăнăçусемпе çитĕнỹсем, çирĕп сывлăх тата телей сунатăп.

Е.ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code