Федерацин «Спорт – пурнăç норми» наци проектне пурнăçа кĕртме кăçал Чăваш Ене 6,2 млн тенкĕ уйăрĕç.
Ăна Раççей Федерацийĕ ыйтакан стандартсене тивĕçтерессишĕн спортăн тĕп тĕсĕсене аталантарма ярĕç. Çав шутран 6,127 млн тенки – çĕршыв бюджетĕнчен куçарма шантарни. Паян тĕп тĕссен шутне велоспорт, çăмăл атлетика, кĕрешÿ, спорт гимнастики, ухăран пересси, йывăр атлетика, триатлон, лаша спорчĕ, биатлон, фристайл, самбо, утса çÿрейменнисемпе хăлха илтменнисен спорчĕсем кĕреççĕ.
Субсидилемелли йĕркепе килĕшÿллĕн регионти 8 вĕрентÿ организацийĕ – В.Егорова ячĕллĕ 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш, В.Ярды ячĕллĕ 7-мĕш, Е.Николаева ячĕллĕ 8-мĕш, А.Трофимов ячĕллĕ 10-мĕш шкулсем, футбол тата В.Краснов ячĕллĕ Олимп резервĕсен шкулĕсем – 773 пин тенкĕ илĕç. Ку укçана спорт тумĕпе инвентарĕ илме ярĕç.