Аслă Таяпари хулаш Чăваш Енĕн чи пысăк археологи палăкĕсенчен пĕри шутланать. Вăл ялтан 200-300 метр аяккарах вырнаçнă. Июнĕн 1-18-мĕшĕсенче кунта черетлĕ археологи тĕпчевĕсем иртеççĕ. Ку ĕçе Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ăслăлăх ĕçченĕсемпе пĕрле тĕрлĕ регионран 30 яхăн археолог хутшăнать.