Шыва ялан кĕрекен вырăнсене тĕрĕслемесĕрех тÿрех чăмма юрамасть. Вăл витĕр курăнмасть. Маларах таса пулнă вырăнта кирек хăçан та кĕлеткене амантакан хăрушă тимĕр-тăмăр е ытти хатĕр пулма пултарнине асра тытмалла.
Шăпах çакна тĕпе хурса Чăваш Республикин шыравпа çăлав службин водолазĕсем районти 9 ял тăрăхĕнчи шыва кĕме уйăрнă кÿлĕсемпе пĕвесене, юханшывсене ятарлă вырăнсенче тĕрĕсленĕ, ытлашши япаласенчен тасатнă. Çак ĕçе хамăрăн ентеш – маларах асăннă службăн çăлавпа шырав подразделенийĕн начальникĕ Александр Петрушкин йĕркелесе ертсе пынă.
Шыва кĕмелли вырăнсене тасатнă хыççăн служба ĕçченĕсем халăхпа курнăçса профилактика калаçăвĕсем ирттернĕ.
– Ăшă кунсем пуçланнă май çулсеренех юханшывсенче çынсем путнă тĕслĕхсем пулаççĕ. Шел пулин те, чылай чухне çак инкек халăх кану тата шыва кĕмелли вырăнсене тĕрĕс суйламаннипе, шыва кĕрес йĕркесене пăхăнманнипе çыхăннă. Шыва ятарласа уйăрнă вырăнта анчах кĕмелле. Кирек ăçта та çырантан тÿрех ан сикĕр, тĕрĕслĕр, унсăрăн пуçпа çĕр çине е ытти япаларан тăрăнма, мăй сыппине хуçма, тăна çухатса вилме пулать. Шыва нихăçан та пĕччен ан кĕрĕр. Тытамакпа е ытти чирпе аптăракан, тăнĕсене час-час çухатакан çынсен шыва кĕмелле мар. Эрех ĕçнĕ, тарланă хыççăн та кÿлĕ-пĕве хĕррине ан васкăр. Ашшĕ-амăшне ачисемпе уйрăмах тимлĕ пулма ыйтас килет. Шыв хĕррине аслисемсĕр кайма ирĕк памалла мар вĕсене. Сывлăш тултарнă хатĕрсене шанса çыранран инçе ишме юрамасть, – палăртнă Александр Петрович.
Е.ГЕННАДЬЕВА.