Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çу кунĕ хĕле тăрантарать

Çу кунĕ хĕле тăрантарать

Çĕнĕ йышши хăватлă ял хуçалăх техникине тухăçлă ĕçлеттерме хăнăхса çитнĕ «Победа» ОООра нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулма тухнине çын курнă, ĕçе хăш вăхăтра вĕçленине вара курса та юлайман, тейĕн. Пикеннĕ ĕçе ытла хăвăрт – шутлă кунсенче, пысăк пахалăхпа пурнăçлама ĕлкĕрнĕрен çапла калани вырăнлах.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăракан ял хуçалăх предприятийĕнче нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ 500 гектар йышăнать. Çав шутран 100 гектарне ĕне выльăхсене çулса çитерме – ешĕл апатлăх уйăрнă, ыттине пĕтĕмпех сенажа хывнă. Курăк хÿхĕм ÿссе çитĕннĕ-рен хатĕр апат пĕрремĕш хут çулнинчен 3200 тонна /хĕл кунĕсенче тăрантарма кирлин 90 проценчĕ!/ пулса та тăнă.

– Ĕне выльăх алла пăхать. Ăна умран юличчен тăрантармалла. Унсăрăн кирлĕ таран продукци туса илесси пирки ан та ĕмĕтлен. Çакна тĕпе хурса эпир çут çанталăк кÿнĕ ырлăхпа кашни çул туллин усă куратпăр. Курăка иккĕмĕш хут çулнинчен те, малтан шутланă тăрăх, тепĕр 2000 тоннăран кая мар сенаж хывса хăвармалла. Ăна вырнаçтарма траншейăсем хатĕр, – терĕ директор çумĕ Александр Головин. Çак ĕçе пурнăçлама хутшăннă механизаторсене ятран аса илме те манмарĕ вăл. Леонид Сусметов, акă, выракан комбайна, Олег Елисеевпа Николай Логинов курăка вĕтетекен хăватлă агрегатсене тухăçлă ĕçлеттерме пултарнипе палăрнă. Денис Артемьевпа Сергей Елисеев, Раиль Самигуллинпа Владимир Козлов тата Владимир Иванов хатĕр сенажа уй-хиртен траншейăсене турттарнă, Анатолий Сорокин механизатор К-700 тракторпа ăна пусăрăнтарнă çĕрте тимленĕ.

Николай Герасимов механизатор та вĕсемпе пĕр вăхăтрах уй-хирте тăрăшнă, вăл утă хатĕрлеме хутшăннă. Уй-хирте хальхи йышши техника /ворошилка, пресс-подборщик…/ «хуçаланни» ĕçе нумай ансатлатать, ĕç аллине те перекетлет. Николай Герасимов та хăйне шанса панă ĕçре çăмăллăнах пĕччен ĕлкĕрсе тăнă.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Олег Елисеев, Денис Артемьев, Владимир Иванов, Сергей Елисеев, Раиль Самигуллин хĕрÿ ĕç хыççăн сывлăш тин çавăрса илчĕç

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code