Вырăскассинчи Галина Николаева çулсем иртнине пăхмасăр чун-чĕрипе çамрăк та çаврăнăçуллă. Сакăр теçетке çула хыçа хăварса пырать пулсан та кил картинчи ĕç-хĕлпе çамрăксенчен тăрса юласшăн мар. Тирпей-илеме, хитре япалана юратнăран умри пахчан решеткисене çул сиктерсе тейĕн çĕнĕ тĕс кĕртет, картишĕнче тротуара брусчаткăпа сартарать…
Галина Петровна ĕмĕрне ĕçпе ирттернĕ. Пĕтĕм чун-чĕре хавалне парса тăрăшнă вăл. Шăрăх çанталăк-и е шартлама сивĕ – уринчен резина атă хывайман ферма хĕрĕсем. Хăй калашле, халĕ çавăнпах урисем ыратнипе нушаланать. Ватлăха патак çине тайăнса кĕтсе илме тивет-çке унăн. Çапах нăйкăшса калаçас, пурнăçа ÿпкелес йăла çук хисеплĕ ватăн. Яланах самана таппипе утнă, утать те, малашлăха ырă та ăшă куçсемпе тинкерет.
Тăванлăха, туслăха мала хунăран Николаевсем хăтлă та тирпейлĕ кил-çуртĕнче çывăх та хаклă çыннисене кĕрекене лартса ăшшăн хăналаççĕ, шăкăл-шăкăл калаçса лараççĕ. Галина аппа хатĕрленĕ апат-çимĕç сĕтел çинче йăтăнса ларать вара ун чухне. Теветкеллĕскере хăй алла ача илейменни те шухăшлаттармасть тинех, ултă пĕртăванĕн ачисем аппăшне хисепе, пысăка хурса хакланинчен ырри мĕнех пултăр.
Галина йышлă ача-пăчаллă çемьере ÿссе çитĕннĕ. 1955 çулта ялти шкултан 7 класс вĕренсе тухнă хыççăн малалла вĕренме май пулман унăн. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăннă ашшĕ ултă çул йывăр чирлесе вырăнпах выртнă. 1956 çулхи апрель вĕçĕнче хĕр ача сысна фермине ĕçлеме кĕнĕ. Вăл тапхăрта фермăра вăй хума çăмăл пулманни куç кĕрет. Витесем сивĕ, чăваш ялĕсене Ильич çутисем те çитеймен-ха. Харсăр та маттурскер сыснасене сивĕ улăм çинче çăвăрлаттарсах нумай çура илнипе палăрнă хуçалăхра. Ахальтен мар унăн ячĕпе правлени çурчĕ умĕнче пĕрре мар ялав çĕкленĕ.
1965 çулта тăрăшуллă Çуткÿл хĕрĕ Вырăскасси каччипе çемье çавăрать. Николай Николаев та маттур каччă, ялти пирвайхи тракторист. «Илемлĕ мăшăр», – тени илтĕнсе тăнă туй курма килнисемпе хăнасем хушшинче. Çав савăнăçлă та шавлă вăхăтра çамрăксем пĕр вăхăт кĕрекерен пăрăннине сиссе те юлайман. Турăш умĕнче ларакан çамрăк арăмăн икĕ сысна амийĕ çăвăрлама пуçланăран ниме пăхмасăр ферма чупса çитнĕ Галина. Тăван-хурăнташ туйра сикнĕ чухне çĕнĕ кин сысна çăвăрлаттарса, çурисене амăшĕн çумне вырнаçтарса хăварнă… Пĕчĕкскерсене вăхăтлă, çийĕнчех пăхнинчен килет-çке çура илесси.
Мĕн ачаран шаннă ĕçе яваплăхпа пурнăçлама хăнăхнă Галина Петровнăна хуçалăх ертÿçисем те хакланă. Ĕç итогĕсем тăрăх çулсеренех хаклă парнесем парса чыс тунă. Акă, 1969 çулта вăл «Волга-Москва» турист путевкипе пăрахутпа Атăл тăрăх курса çÿренĕ.
Сысна ферминчен пăрахсан Курнавăшри почта çыхăну уйрăмĕнче почтальонкăна вырнаçнă, ял халăхĕ патне килрен çÿресе хаçат-журнал, открытка-çыру валеçнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ял çынни çĕнĕ хыпарсене хаçатсем урлă пĕлнĕрен кашни çемье тĕрлĕ издани çырăнса илнĕ. Çавăнпа та çăмăл пулман почтальонкăн сумки.
В.СМИРНОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Г.Николаева.
Малаллине хаçатра вулăр.