Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрçă витĕм кÿнĕ

Вăрçă витĕм кÿнĕ

Хальхи вăхăтра 20 çулти çамрăксем 35 çултисенчен икĕ хут сахалрах. Çакăн сăлтавĕ 1990-мĕш çулсенче ачасем сахал çуралнинче кăна мар. Ку вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ахрăмĕ – демографи тĕлĕшĕнчи кашни 25-30 çултан пулакан «тарăн çырма».

Вăрçă ахрăмĕ пĕрремĕш хут 1959 çулхи халăх çыравĕ вăхăтĕнче палăрнă. Тĕрлĕ çулхи ăрусем, хĕрарăмсемпе арçынсен йышĕнче пысăк уйрăмлăх пулни курăннă. РСФСРти 40 çулти çынсем /çамрăк ветерансен ăрăвĕ/ 30 çултисенчен икĕ хут сахалрах пулнă. Ку çулти хĕрарăмсемпе арçынсен шучĕ пĕрешкел, анчах 35-60 çулти арçынсем хĕрарăмсенчен икĕ хут сахалраххине асăрханă.

Раççей империйĕнчи 1897 çулхи çыравĕ кашни 1000 хĕрарăм пуçне 992 арçын пулнине çирĕплетнĕ. 1959 çулхи çырав кăтартăвĕсем тăрăх вара уйрăмлăх самаях пысăк – 1000 хĕрарăм пуçне 641 арçын. Тепĕр 20 çул иртсен кăна лару-тăру улшăннă: 1000 хĕрарăм пуçне 784 арçын шутланнă.

Вăрçă миллионшар арçын пурнăçне вăхăтсăр татнă, çамрăксем нумай вилнĕ. Çавна май, хĕрарăмсемпе арçынсен йышĕнче вуншар çулсем хушши уйрăмлăх пысăк пулнă. Тĕпрен илсен, арçын ачасем хĕр ачасенчен нумайрах çуралаççĕ. 30 çула çитнĕ çĕре ку шайлашу вара ылмашăнать. 1939 çулхи çыравра кăна 5-9 çулти хĕр ачасем арçын ачасенчен ытларах пулни палăрнă. 1941 çулта пуçланнă вăрçă вара аслăраххисем хушшинче те ку уйрăмлăха тарăнлатнă, пысăклатнă.

1959 çулхи çырав кăтартăвĕсем тăрăх, вăрçă çулĕсенче çуралнă 13-17 çулхи çамрăксем кĕçĕнреххисемпе аслăраххисенчен 2,5 хут сахалрах. 1960 çулсем тĕлне вĕсем çитĕнсе çитнĕ, çемье çавăрнă, ачасем çуратнă: демографи тĕлĕшĕнчи тепĕр «тарăн çырма» пулса тăнă – «вăрçă ачисен ачисем».

Демографин юлашки пирамиди çине пăхсан /2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне/ 20 çулхи çамрăксем 35 çултисенчен сахалраххи курăнать. 50-55 тата 75-78 çултисен йышĕнче те çавнашкал уйрăмлăх пур. 1989 çулта, çавăн пекех, 20 çул тултарнисем 30-35 çултисенчен икĕ хут сахалрах шутланнă.

Аслă вăрçăн виççĕмĕш ахрăмĕ килсе çапрĕ пулас пире – 20 çулхи çамрăксен йышĕ самаях чакнă. Çĕршыв экономикишĕн çакă, паллах, сисĕмлĕ кăтарту. Технологисем хăвăрт улшăнса пынă тапхăрта çамрăк та хĕрÿллĕ кадрсем ытларах кирлĕ.

Вăрçă хыççăн çуралнă, 70-80 çулхи паянхи ветерансем пирĕн çĕршывра нумай. Вĕсем хыççăн 1960-мĕш çулсенче кун çути курнă ăру килет. Вĕсен йышĕ вара палăрмаллах пĕчĕк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code