Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей халăхĕ хăш чĕлхепе калаçать?

Раççей халăхĕ хăш чĕлхепе калаçать?

Раççейри халăхсем 170 ытла чĕлхе пĕлеççĕ. Вырăс чĕлхипе усă куракансем пуринчен те нумай, акăлчанла калаçакансем иккĕмĕш вырăнта. Çĕршывра пурăнакансем наци чĕлхисене лайăх пĕлеççĕ-и?

Халăхсен тытăмĕ тата йышĕ, вĕсем мĕнле чĕлхепе калаçни пирки Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ кăна тĕп-тĕрĕс кăтартса парĕ. Унăн тĕп енĕ – кашни хăй хăш халăх çынни пулнине тата тăван чĕлхене суйласа илме пултарни. Çавăн пекех ытти чĕлхесене пĕлни пирки те хăйсем тĕллĕн пĕлтереççĕ.

2010 çулхи çыравра вырăс чĕлхине çĕршывра пурăнакансенчен 85,73 процент тăван тесе пĕлтернĕ. 137 миллион та 500 пин çын /99,4 процент/ унпа усă курнă. Раççейре пурăнакансем чи нумай усă куракан вунă чĕлхе шутне, çавăн пекех, акăлчан /7,57 млн çын/, тутар /4,28 млн/, нимĕç /2,07 млн/, чечен /1,35 млн/, пушкăрт /1,15 млн/, украина /1,13 млн/, чăваш /1,04 млн/, авар /715 пин/, армян /661 пин/ чĕлхисем кĕнĕ.

Сайра тĕл пулаканни – Енисей тăрăхĕнчи юг чĕлхи. Юлашки çырав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх унпа пĕр çын çеç усă курни паллă. Çакнашкал сахал тĕл пулакан вунă чĕлхе шутне юит /4 çын/, сиреник /5/, ороч /8/, керек /10/, алютор /25/, энец /43/, чулым-тĕрĕк /44/, алеут /45/ тата уйльт /47/ чĕлхисем кĕреççĕ.

Çак цифрăсене этноссен йышĕпе танлаштарни экспертсене чĕлхесене упраса хăварса аталантарас тĕлĕшпе программăсем туса хатĕрлеме май парать. Çыравăн пĕр тĕллевĕ çавă пулса тăрать те. Тĕслĕхрен, 2010 çулта орочсем 596, алеутсем 482 çын шутланнă, вĕсенчен 3-шĕ тата 19-шĕ кăна наци чĕлхине пĕлнĕ. Хальхи вăхăтра 15 908 чукчăран 4563-шĕ тăван чĕлхене пĕлет, эскимоссем – кашни тăваттăмĕш çын, /1738 çынран 456-шĕ/, коряксем кашни пиллĕкмĕш /7953-рен 1460/. Веп чĕлхине вара кашни иккĕмĕш çын пĕлет /5936 çынран 2362/. Абазинла вырăнта пурăнакансем пурте тенĕ пекех калаçаççĕ /43341 çынран 34699/.

«Икĕ çул каялла наци чĕлхисене вĕрентессине сÿтсе явнăччĕ. Ун хыççăн вĕрентÿ программисене улăштарнă, тăван чĕлхене пĕлни патшалăхăн наци политикине пурнăçламалли стратеги пулса тăнă. Çапла майпа, Раççейре 2012 çулта 85 чĕлхене шкулсенче вĕрентнĕ пулсан, халĕ – 105. Чĕлхесене аталантарасси икĕ енлĕ пулса пымалла – унпа усă куракансем йышланмалла, ашшĕ-амăшĕсен ăна шкулта ачасене вĕрентме хистемелле», – палăртнă этнологипе антропологи институчĕн ăслăлăх тĕп сотрудникĕ, Раççей Обществăлла палатин халăхсен тата Турра ĕненекенсен хутшăнăвне йĕркелекен комисси председателĕ Владимир Зорин.

«Тĕнчере çуллен темиçе çĕр чĕлхе пĕтет. Пирĕн патшалăх мĕнпур чĕлхесене упраса аталантарас тесе тăрăшать. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ ăна тĕплĕнрех те тĕрĕсрех туса пыма май парать», – тет Владимир Зорин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code