Пурнăçри йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ пур çынсем те патшалăх хăйсене мĕнле пулăшусем панине пĕлсех пĕтереймеççĕ. Социаллă пулăшусен мерисенчен пĕри вăл – вăхăтлăхри йывăрлăхсенчен тухма пулăшакан социаллă контракт. Çак пулăшăва сахал тупăшлă çемьесемпе пĕччен пурăнакан граждансем, пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăш илекен çемьесем тивĕçеççĕ. Тÿлевсене тĕллевлĕ усă курма параççĕ. Социаллă пулăшу тăватă енлĕ пурнăçланать:
– граждансене ĕç шыранă тапхăрта пулăшма;
– предприниматель ĕçне йĕркелесе яма;
– хушма хуçалăх йĕркелеме;
– çемьесене йывăр лару-тăруран тухма куллен кирлĕ таварсем туянма укçа-тенкĕ уйăрса парасси.
Социаллă контракт мелĕпе ĕçе вырнаçиччен пĕр хутчен 10361 тенкĕ илме пулать. Ĕçе вырнаçнă хыççăн вара тата виçĕ уйăх 10361 тенкĕ тÿлесе тăма май пур. Çавăн пекех ĕçе вырнаçиччен, вĕренсе професси е хушма професси илме кăмăл пулсан, вĕренÿ курсне 30 пин тенкĕ таран тÿлесе татаççĕ, виçĕ уйăх 5180 тенкĕ те 50 пус стипенди тÿлесе тăраççĕ.
Усламçă ĕçне пуçăнма е харпăр хăйшĕн ĕçлекен пек регистрациленсе фермер хуçалăхне йĕркелеме 250 пин тенкĕ таран уйăраççĕ.
Хушма хуçалăха тытса пыма, çав шутра кирлĕ тавар тата ял хуçалăх продукцине туянма, 100 пин тенкĕ таран парса пулăшаççĕ. Вăл пĕр хутчен тÿленет. Калăпăр, вăрлăх, теплица, мотоблок, хуçалăхра кирлĕ ытти япала туянма пулать.
Çемьесене йывăр лару-тăруран тухма куллен кирлĕ таварсем туянма ултă уйăх 10361 тенкĕ уйăраççĕ. Ку укçана тавар, эмел туянма, сипленме, апат-çимĕç туянма, коммуналлă тăкаксен тÿлевне яма пултараççĕ. Ăна 18 çул тултарман ачасемпе ĕçлемен ашшĕ-амăшĕ иккĕшĕ те инвалид пулсан; çемьере ĕçлемен мăшăрсем иккĕшĕ те инвалид; пĕччен ĕçлемен инвалид; тăватă е ытларах ачаллă çемьесем; çула çитмен çамрăкăн ача пулсан; амăшĕ е ашшĕ икĕ ача ытларах пĕччен çитĕнтерсен параççĕ.
Малтанах сахал тупăшлă çемье тесе регистрациленмелле. Ун хыççăн социаллă хÿтлĕх пайне пырса соцконтракт мелĕпе пулăшу илес тесе заявлени çырмалла. Кун хыççăн ятарлă комисси членĕсем палăртнă çемьене пулăшу парасси пирки пăхса тухаççĕ. Çакăн хыççăн кăна пулăшу мелĕ кирлине палăртаççĕ. Палăртса хăвармалла: çемье пулăшун пĕр тĕсĕпе кăна усă кураять.
Ку питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ! Асăннă пулăшăва тивĕçес текенсен районти социаллă хÿтлĕх пайне килсе тĕплĕнрех паллашма та пултараççĕ.
Хальлĕхе районти 59 çынпа социаллă контракт çирĕплетнĕ. Вĕсенчен — 20-шĕ нумай ачаллă çемье, 10 уйрăм предприниматель, ĕç шыракан 22 çын. Харпăр хăй ĕçне 7 çын пуçарнă, 10 çемье 250 пин тенке тивĕçнĕ.
А.КИРИЛЛОВА,
районти социаллă хÿтлĕх пайĕн тĕп специалист эксперчĕ.