1,5 çулхи хĕрĕм кун каçиччен пĕр хут çеç çывăрать. Кăнтăр апачĕ тĕлне хăйĕн куçĕсем «çыпăçсах» лараççĕ пулин те çывăрасси пирки шухăшламасть. Вăйпах вырттармалла мар-ши ăна?
ИРИНА.
Ахăртнех, сирĕн хĕрĕре кунне пĕрре çывăрни те çителĕклĕ. Унăн кун йĕркине улăштарма тăрăшăр. Пĕрре кăна çывăрнăран вăл халь 2,5-3 сехет таранах «хуп турттарма» пултарать. Каçхине ачан 1-11 сехет çывăрмалла. Кăнтăр апачĕ тĕлне ыйхă пусса илет пулсан хĕрĕре маларах апатлантарăр. Çинĕ хыççăн вăл хăвăртрах çывăрса каять. Кăнтăрла пĕр хутчен кăна çывăрнăран чылай ача каç енне ывăнать. Çавăнпа ытти чухнехинчен маларах апат çитерсе вырттарма тăрăшăр.
Пур ача та пĕр вăхăтра ыйхă йĕркине улăштарать тесе ан шухăшлăр. Пĕри – 9 уйăхра, тепри икĕ çулта кăнтăрла пĕр хутчен çывăрма тытăнать.
Н.АФАНАСЬЕВА,
ача-пăча тухтăрĕ.