Халăх искусстви – ĕлĕк-авалтан çирĕпленнĕ йăла-йĕркесене упракан фольклор.
Курнавăшри культура çуртĕнче Сурхури уявне çуллен паллă тăватпăр. Кăçал та, фольклор ушкăнне çÿрекенсем, халăх йăли-йĕркине манăçа кăлармасăр ăна хаваслă уявласа ирттертĕмĕр. Улах ларнă май ĕлĕкхи юрăсене шăрантартăмăр, вăйăсем вылярăмăр, пĕр-пĕрне ăшшăн саламларăмăр. Юмăç ярассине, халăх вăййисене те манмарăмăр.
Т.СМИРНОВА.