Республикăра бюджета мĕнле пурнăçланине çак кунсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлура пĕтĕмлетнĕ.
Чăваш Енĕн пĕрлехи бюджечĕн 2021 çулхи тупăшĕ 85,3 миллиард тенке çитнĕ, республика бюджечĕн тупăш пайĕ – 77,4 миллиард тенкĕ. Вăл та, ку та ÿсĕмлĕ, виçĕм çулхинчен 11,4 тата 10,2 процент пысăкланнă.
Нацпроектсем валли тăкакланă укçа пĕлтĕр 11 миллиард тенкĕрен иртнĕ. Инвестици тăкакĕсем 40 процент хушăнса 6 миллиард тенкĕпе танлашнă. Патшалăх парăмне 928 миллион тенкĕ чакарма пултарнă – халĕ вăл 8 миллиард тенке яхăн.