Ялсем тăрăх выльăх туянакансем çÿренине курма хăнăхнă ĕнтĕ эпир.
Чăннипе вара, вĕсене пăру-вăкăр чирлĕ е сывă пулни те кăсăклантармасть – нихăçан та нимĕнле справка ыйтмаççĕ. Туянаканăн пĕр тĕллев – йÿнеçтересси анчах. Тĕрĕссипе, ку чухне сутакан та, туянакан та ветеринари йĕркисене пăсать. Выльăх хуçи – ветеринартан тивĕçлĕ справка ыйтманшăн, туянаканни – справка пуррипе кăсăкланманшăн. Вĕсене иккĕшне те административлă майпа явап тыттарма пулать. Сăмах май, ветеринари йĕркисемпе килĕшÿллĕн выльăха пĕр районти ялтан туянсан та, ялсене расна тухтăр пăхса тăрать пулсан, палăртнă документ кирлĕ. Выльăхсене районтан района куçарас пулсан сăмахсăрах справка илмелле.
Выльăхран хатĕрленĕ апат-çимĕç тĕлĕшпе те ятарлă документ кирлĕ. Утă-улăм е комбикорм туяннă чухне те çакнашкал хутпа тивĕçтермелле.
Ветеринарин çак йĕркисене тĕрлĕ чире сарăлма парас мар тесе çирĕплетнĕ. Сывлăх чи пысăк тупра пулнине манас марччĕ, иккĕленÿллĕ тавар тĕлĕнчен пăрăнса утнине нимĕн те çитмест.