Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Халăх сывлăхĕ тĕп вырăнта

Халăх сывлăхĕ тĕп вырăнта

Елчĕкри тĕп больницăра иртнĕ çула пĕтĕмлетсе канашлу иртнĕ. Унта ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Кизилов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăннă.

Пĕлтĕрхи ĕç-хĕлпе райбольницăн тĕп врачĕ Надежда Уркова паллаштарнă.

Республикăра халăха медицина пулăшăвĕ парасси виçĕ шайлă тытăмпа пурнăçланса пырать. Районти сыватмăш пĕрремĕш шая кĕрет. Медпулăшу парас енĕпе районта тивĕçлĕ инфраструктура çирĕпленнĕ. Поликлиника, 7 врач амбулаторийĕ, 2 терапевт участокĕ, поликлиника çумĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн кабинечĕ, 23 фельдшерпа акушер пункчĕ (вĕсенчен 13-шне модернизациленĕ), 1 мобильлĕ ФАП куллен чирлисене, профилактика тĕрĕслевне пынисене йышăнать. Ача-пăча сывлăхне тĕрĕслесе тăма 3 педиатр участокĕ ĕçлет.

Коллективра кадр ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Пуçламăш звенора 8 тухтăр тăрăшать. Врачсем, вăтам медперсонал çитмеççĕ. Иртнĕ çул 13 врачпа 27 медсестра квалификацине ỹстернĕ. 1 врачпа 5 медработник професси ăсталăхне туптанă. «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшỹллĕн 2011-2021 çулсенче коллективра 18 çамрăк специалист ĕçлеме пуçланă. Иртнĕ çул тĕлне вĕсенчен 8-шĕ ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр çак программăпа 1 стоматолог-терапевт врач ĕçе пуçăннă.

Канашлура Алексей Кизилов районти тĕп больницăри ырă улшăнусене, туса çитереймен ĕçсене, сывлăх сыхлавĕнче пуçламăш звенон халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парассин тĕп тивĕçне, чир-чĕре малтанхи тапхăрта тупса палăртнин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртнă, диспансеризацие лайăх тата вăхăтлă ирттерни ял çыннин сывлăхĕшĕн тăрăшнин чи пысăк ĕçĕ çинчен чарăнса тăнă. Иртнĕ çул çĕнĕ коронавирус инфекцийĕн пандемине пула çулталăк çăмăл иртменни те куç умĕнче. Алексей Кизилов медицина ĕçченĕсене кулленхи çăмăл мар ĕçшĕн тав тунă май малашлăхра та тỹсĕмлĕ те лăпкă пулма, çĕнĕ çитĕнỹсем тума суннă.

Леонард Левый больницăри ĕç-хĕлĕн ырă кăтартăвĕсене аса илнĕ май пандеми вăхăтĕнче хăйсене хĕрхенмесĕр ĕçлекен шурă халатлă хастарсене тав тунă, çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçу суннă.

Тивĕçлĕ ĕçпе хисепе тухнисем наградăсене тивĕçнĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: О.Изратова фельдшер, Н.Сунгатуллина терапевт тухтăр, К.Козлова фельдшер

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code