ЧР Министрсен Кабинечĕ çавăн пекех 2022 çулхи пĕрремĕш çур çул валли пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсен хакĕн стандартне çирĕплетнĕ.
Çакă граждансем çурт-йĕре капиталлă майпа юсанăшăн хывакан тỹлевсем ỹснипе сăлтавланнă. Çуртра лифт пурри-çуккине, нумай хваттерлĕ çуртсем хăш муниципалитетра вырнаçнине кура çак стандарт та тĕрлĕрен. Сăмах май, хăш-пĕр муниципалитетра коммуналлă пулăшу ĕçĕсен виçи чакни те палăрать.Çакă УСНпа усă куракан организацисем концесси килĕшĕвĕ тунă чухне вĕсене НДСран хăтарнипе çыхăннă — коммуналлă ресурссен тарифĕ НДСсăр йĕркеленет. Çапах коммуналлă тỹлевсем, пĕтĕмĕшле илсен, ỹснине кура стандарт та 2,8 процент хутшăнать — çынсене коммуналлă тỹлевсемшĕн паракан субсиди виçине шутласа палăртнă чухне шăпах ỹснĕ çак виçене тĕпе хураççĕ.