Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый апрелĕн 11-мĕшĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата организацисемпе учрежденисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатрĕ. Çав шутра: шыв-шур вăхăтне инкек-синкексĕр ирттересси, пушар хăрушсăрлăхĕ, экологи субботникĕсене йĕркелесси…
Канашлу ĕçне хутшăннă чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассине асăрхаттарасси тата ăна сирсе ярас тĕлĕшпе ĕçлекен шыравпа çăлав службин Чăваш Енри патшалăх комитечĕн пай начальникĕ Николай Глухов та шăпах çуркуннехи ейỹ вăхăтĕнче республикăра пурăнакансен тимлĕхне ỹстересси — шыв объекчĕсенче пулнă чухне хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси тата шыравпа çăлав службин ĕçĕ-хĕлĕ пирки чарăнса тăнинче ăса хывмалли нумай пулчĕ.
Федерацин налук службин Комсомольскинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕн представителĕ Сергей Цыганов «Самозанятость» программăна хутшăнса ĕçлекенсем тупăш пайне шутласа налук тỹлессин йĕркисем çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Çапла майпа патшалăх уйăрнă субсидипе усă курса хăйĕн ĕçне йĕркелесе яракан — çăмăллăх кỹрекен е тавар сутаканăн кашни уйăхра 4 процент налук тỹлемелле. Пайтаçăпа танлаштарсан, унăн отчет та памалла мар, документсемпе çỹресе вăхăта ирттермелле мар. «Самозанятость» программăна хутшăнаканăн кашни уйăхрах, 25-мĕш числоран кая юлмасăр, туса илнĕ тупăшран автомат йĕркипе налук тытăнса пырать. Унччен малтан телефон çине «Манăн налук» ятарлă приложение вырнаçтармалла. Приложенире регистрациленмелле. Çакна налук службине каймасăрах тума май пур. Нимĕнле хут та çырмалла мар, приложение паспорт тата хăй тĕллĕн ĕçлекен çыннăн сăн ỹкерчĕкне телефон камерипе ỹкерсе вырнаçтармалла анчах. Çакна налук тỹлекенĕн «кабинетĕнче» те тума пулать. Ку чухне паспорт кирлĕ мар, ИНН тата кабинета кĕмелли пароль анчах кирлĕ.
Хăй тĕллĕн ĕçлекен çыннăн мĕн чухлĕ налук тỹлемелли приложенире хăй тĕллĕн шутланать. Уйрăм çыннăн вара ĕç-хĕлрен кĕрекен тупăшпа чек йĕркелемелле. Хăй тĕллĕн ĕçлекен çыннăн çăмăллăхĕсемпе усă куракан çыннăн электрон почтине е телефонне ыйтса пĕлмелле, приложенире тупăша тата вăл мĕнрен кĕнине кăтартмалла. Сутнă тавар е кỹнĕ çăмăллăх чăнлăхпа тỹр килмелле. Приложенире налук тỹлекен уйрăм çын е организаци пулнине палăртмалла. Çакă налук ставкине витĕм кỹрет. Уйрăм çыншăн вăл — 4, пайтаçăпа организацишĕн 6 процент шутланать. Енчен те тавара уйрăм пайтаçăна е организацие сутсан вĕсен ИНН кирлĕ. Чекра кăтартнă хисепрен налук тытăнать… Сергей Цыганов налук тỹлессипе çыхăннă ытти ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕ, канашлăва хутшăннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.
Сăмах май, уйрăм хушма хуçалăхсене шута илнĕ хыççăн Елчĕк районĕнче 1038 çынна субсиди, çăмăллăхсем илмелли «Самозанятость» программăна хутшăнтармалли майсем уçăлаççĕ.
Светлана АРХИПОВА.