Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Тимлĕх кирлĕ

Коррупци ыйтăвĕ калаçтараканнисен йышĕнче. Иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ май, Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн ертỹçи Александр Полтинин власть тытăмĕсенчи коррупци тĕслĕхĕсене асăннă.

Йĕркене пăснă тĕслĕхсем тĕрлĕ районта пур. Йĕпреç райадминистрацийĕн пуçлăхне уголовлă майпа айăпланă — вăл пулăшнипе унăн пĕлĕшĕ нумай ачаллă çемьене çуртпа тивĕçтермелли контракта илме пултарнă, çав çурт вара пурăнма юрăхлă пулман. Право хуралĕн органĕсем хушша кĕнĕ май пỹрте пурăнма юрăхлă тунă, çемье унта куçнă. Çĕмĕрле районĕнче тăлăх валли кирлинчен пĕчĕкрех хваттер туяннă, çакă суту-илỹ ирттерекен комисси членне сутăн илнипе сăлтавланнă. Тĕп хулара та пурăнмалли çурт-йĕр управленийĕн ĕçченĕ взятка илнĕ тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă — СК ГКЧСăн тĕп бухгалтерĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесси вĕçленсе пырать. Ăна ултавшăн, предпринимателĕн саккунлă ĕçне чăрмантарнăшăн, должность полномочийĕсен картинчен тухнăшăн айăплаççĕ.

2021 çулта коррупци тĕслĕхĕсемшĕн Патшалăх Канашĕн пĕр депутатне, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен должноçри 11 çыннине, федерацин ĕç тăвакан власть органĕсен 13 сотрудникне айăпланă. Иртнĕ çул асăннă йышши преступленисен шучĕ те, уголовлă майпа явап тыттарнисен йышĕ те чакнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code